Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова палăртнă тăрăх, ятарлă çар операцине хутшăннисен медицина пулăшăвне черетсĕр илмелли ирĕк пур.
Çапла тумашкăн медучрежденисен регистратурине удостоверени кăтартса çапăçусене хутшăннисен статусĕ пуррине çирĕплетни те çителĕклĕ. Кашни медорганизацире вĕсене медпулăшу панă чухне пăхма ятарлă специалист уйăрнă.
Çулталăк пуçланнăранпа операцирен таврăннă 560 салтакпа офицера диспансеризациленĕ тата медицина профилактики витĕр кăларнă, 74-ăн медреабилитаци тухнă. Сиплеве вĕсен килĕсене çитсе те йĕркелеççĕ. Операцие хутшăннисем тата вĕсен çемйисем валли 6 медорганизаци уçă алăк кунĕсем ирттернĕ. Çак категори сывлăхне Республика онкодиспансерĕнче те тĕрĕслеççĕ. Вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕн врачĕсем мĕн пур чире тупса палăртассишĕн тăрăшаççĕ.

