Чăваш Енре шырав отрячĕсен «Память Сердца» республикăри фестивалĕ вĕçленнĕ. Вăл «Молодежь и дети» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пулса пынă.
Тĕллевлĕ мероприяти раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 7-мĕшĕччен «Солнышко» ача-пăча кану лагерĕнче иртнĕ. Шырав отрячĕсен фестивальне кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине тата Чăваш Республикинчи Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халалланă.
Çак фестивале Янкăлч шкулĕн- чи «Мы помним» шырав отрячĕ те хутшăннă. Конкурс тĕрĕслевĕ-сем витĕр ăнăçлă тухса вĕсем шкулсенче чăмăртаннă шырав отрячĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Пултаруллă ентешсене çак курăмлă çитĕнÿпе саламлатпăр, малашне те лайăх кăтартусем тума ăнăçу сунатпăр.

