Ыран, раштавăн 20-мĕшĕнче, Шупашкарта Хĕл Мучин резиденцийĕ уçăлĕ.
Вăл Хĕрлĕ тÿремре вырнаçĕ. Резиденци 2026 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕччен ĕçлĕ. Унта ачасем Хĕл Мучипе тĕл пулма, ĕмĕчĕсем пирки каласа кăтартма пултараççĕ. Сăн ÿкерĕнме фотозонăсем вырнаçтарĕç. Çавăн пекех почта ачасен çырăвĕсене йышăнĕ.
Пурне те тÿлевсĕрех кĕртеççĕ!

