«Хыпар» 120 çулта: «Халăх хаçатне пĕрле вулатпăр».
Çапла калаççĕ Сухайкасси ял вулавăшĕн ĕçченĕсем. Вулакансемпе пĕрле вĕсем «Хыпар» хаçатăн кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Кун пирки хăйсен ушкăнĕнче çырса пĕлтернĕ.
«Пирĕн халăх хаçатне юбилей ячĕпе саламлатпăр! Малалла та аталанма вĕçĕ-хĕррисĕр хавхалану сунатпăр. Асра юлмалли материалсем çырăнсах тăччăр, вулакансем йышлансах пыччăр», – тенĕ саламлă постра.

