Питĕрте «Хыпар» хаçат кун-çулĕ çинчен калакан курав ĕçленĕ.
Раççей наци библиотекин Наци литературин пайĕнче йĕркеленĕ экспозицие «Хыпар» хаçатăн 1-мĕш номерĕ тухнăранпа 120 çул çитнине халалланă. Вăл кăрлачăн 16-мĕшĕнче уçăлнă. Курав паян хăйĕн ĕçне вĕçленĕ.
Унта Раççей наци библиотекинче упранакан, «Хыпар» хаçат историйĕпе паллаштаракан кăларăмсем пулнă. Библиотека ĕçченĕсем чăваш халăхĕн культура, чĕлхе, наци хăйне евĕрлĕхĕн аталанăвĕнче хаçат пысăк вырăн йышăннине палăртнă.

