Кӑҫалхи пек юрпа пуян хĕл юлашки хутчен 1958-мĕш ҫулта пулнӑ.
2026-мĕш ҫулти кӑрлач уйӑхĕнче Шупашкарта 65 миллиметр юр ҫунӑ. Кĕртсен ҫӳллĕшĕпе вара ҫулталӑкӑн пĕрремĕш уйӑхĕ 21-мĕш ĕмĕрти лидер пулса тӑнӑ.
Кӑрлачӑн 31-мĕшĕ тĕлне юр сийĕ 65 сантиметра ҫитнĕ. Нарӑса кĕрсен 70 сантиметртан иртнĕ. Темиҫе кун сывлӑш ҫавӑрса янӑ хыҫҫӑн каллех алла кĕреҫе тытса ĕҫе пикенмелле пулĕ.

