Чăваш Енри икĕ çемье «Ку – пирĕн çемьен» Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче çĕнтернĕ.
Вĕсем: Çĕнĕ Шупашкарти Пермяковсем тата Шупашкарпа Красноармейски округне пĕрлештерекен Федоровсен, Столяренкосен, Рассказовсен çемйи. Çĕнтерÿçĕ командăсем пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн 5 миллионшар тенке тивĕçнĕ.
Пĕтĕмпе вара финалта çĕршывăн 85 регионĕнчи 330 команда тупăшнă.

