Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Вăрăмпуç ялĕнчи «Путь Ленина» колхозăн историйĕ

Вăрăмпуç ялĕнчи «Путь Ленина» колхозăн историйĕ

1930 çулта хистевсемпе репрессисем урлă колхозсем тума пуçланă. Халăх çакăнпа кăмăлсăр пулнине пăхмасăр 1931 çулхи çулла тĕлне Чăваш Енре 1620 колхоз пулнă. Вăрăмпуç ялĕнче 1930 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Ясное поле» колхоз туса хунă. Чи малтанах çак колхоза 12 çемье кĕнĕ. Вĕсем шутĕнче Илья Соловьевăн, Николай Русаковăн, Василий Алексеевăн, Иван Скворцовăн, Николай Шмакинăн, Алексей Степановăн, Евсторий Емельяновăн, Сергей Сулиповăн, Митрофан Сулиповăн, Григорий Никоновăн, Лев Половиковăн, Иван Евгеньевăн çемйисем. Колхоза чи пĕрремĕш Терентий Евстафьев ертсе пыма тытăннă. 1932 çулта колхоз «Новый путь» ятлă пулнă, унта 60 çемье шутланнă. 1933 çулта ялта кайăк-кĕшĕк ферми уçнă, ăна валли чăхсене ял çыннисенчен пуçтарнă. Çак çулах лаша вити те тунă. 1934 çулта урăх колхозран 10 ĕнепе 1 вăкăр илсе килнĕ. 1935 çултанпа колхоз «Коминтерн» ятлă пулнă. Çак çулхи çуркунне çĕрсене пайланă чухне хресченсем Николай Михайлов ертсе пынипе пăлхав çĕклесшĕн пулнă, анчах вĕсене хăвăрт лăплантарнă, 14 гектар çĕр колхозниксен аллине куçнă. 1934 çулта улмуççисем лартнă, магазин уçнă. 1935 çулхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче çĕр яланлăхах колхозниксене куçнă. Вăрçă умĕн колхоз çĕрулми çитĕнтерме пуçланă.

Вăрçă пуçлансан йăлтах улшăннă. Вăрçă çулĕсенче пĕтĕм йывăр ĕç хĕрарăмсем çине тиеннĕ. Колхозран фронта тырă, аш-какай, пахча çимĕç çеç мар, лашасем тата ятарласа хатĕр-ленĕ лаша ураписем те ăсатнă. Колхозниксем кашни уйăхра 1-2 ĕç кунне оборона фондне куçарса панă. Çамрăк хĕрсене вăрман касма, торф кăларма тата Тăвай ялĕ çывăхне Хусан хÿтĕлев чиккине тума янă. Хĕрарăмсем кашни пушă минутпа усă курса фронта валли ăшă япаласем çыхнă. Уйрăмах Анастасия Мочалова, Елена Никандрова, Федосия Владимирова тата Евдокия Родионова палăрнă. Ялта пурăнакансенчен кашниех йăлтах фронтшăн тата çĕнтерÿшĕн тума тăрăшнă.

Вăрçă хыççăн «Коминтерн» колхоз кайра пыракансен йышĕнче пулнă. Унта трактор та, комбайн та пулман, кашни гектартан 7,3-8,4 центнер тырă туса илнĕ. Тухăçа пуянсенчен туртса илнĕ пĕчĕк складсенче упранă. 700-750 гектар çĕрпе усă курнă. Колхозра пурĕ 3 бригада ĕçленĕ. Фермăсем ишĕлсе тăнă, кашни ĕне пуçне 60,8 центнер сĕт суса илнĕ, кашни сурăх пуçне 2,3 килограмм çăм илнĕ.

1959 çулхи утă уйăхĕнче Вăрăмпу- çĕнчи «Коминтернпа» Пĕршенерти «Соревнование» колхозсене пĕрлештерсе «Путь Ленина» колхоз туса хунă. Унăн председательне 30 çулти Василий Николаевич Платонова суйланă. 1967 çулта Аслă революцие 50 çул çитнине уявланă. «Путь Ленина» колхоз Канаш районĕ-

пе пур кăтарту тăрăх та пĕрремĕш вырăн йышăннă, ăна Чăваш Республикин тата Канаш районĕн «Хисеп кĕнекине» кĕртнĕ. М.З.Зиновьевăна «Тырă культурисен пысăк тухăçĕсен мастерĕ», Г.П.Порфирьева «Районти чи лайăх механизатор» ятсене парса чысланă.

Колхоз пысăк кăтартусем туса пынă май укçа-тенкĕ енчен те унăн пурнăçĕ лайăхланса пынă. 1968 çулхи авăн уйăхĕнче Вăрăмпуç ялĕнче 300 лармалли вырăнлăх икĕ хутлă Культура çуртне туса пĕтернĕ.

1969 çулта колхоз РСФСР тата ВЦСПС

Министрсен Совечĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне тивĕçнĕ. Çак çул вăл 860 центнер тырă вырăнне 2660, 1850 центнер çĕрулми вырăнне 3164 тата 410 центнер пахча çимĕç патшалăха ăсатнă. Ку вăхăтрах 40 пуç выльăхлăх сысна ферми, Пĕршенер ялĕнче 500 тоннăлăх склад туса лартнă, çавăн пекех кирпĕч завочĕ тума пикеннĕ. Тепĕр çулхине 80 пуç выльăхлăх ĕне ферми тунă. Кирпĕч завочĕ миллион штук кирпĕч кăларнă. 1971 çулта колхоз председательне Василий Николаевич Платонова «Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав» орденĕпе наградăланă. 

1972 çулта «Путь Ленина» колхоз тырă культурисене пуçтарса кĕртес енĕпе районта 3-мĕш вырăн йышăнса РСФСР Хĕрлĕ Ялавне, унпа пĕрлех 1500 тенкĕ укçана тивĕçнĕ. Иван Павлович Павлов тракториста «Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав» орденĕпе чысланă (1972). Çак çулах учительсем валли икĕ хутлă, тă-ватă хваттерлĕ общежитие, автогаража туса пĕтернĕ, пăру усрамалли витесене пысăклатнă.

1973 çулта кашни гектартан 33 центнер тырă, 300 центнер çĕрулми, 900 центнер выльăх кăшманĕ пуçтарса кĕртнĕ. Ку кăтартусем районĕпе чи ла- йăххисем пулнă. Çак çул СССР Ял хуçалăх министерствин куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавĕпе пĕрле колхоза автобус парнеленĕ. Герман Сергеевич Сергеев тракториста «Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав» орденĕпе, Анна Козловăна, Александр Демьянова, Дмитрий Демьянова «Хастар ĕçшĕн» медальсемпе наградăланă.

1973 çулта Пĕршенер ялĕнче сĕт-çу ферми, Вăрăмпуç ялĕнче магазин уçнă. 1975-1977 çулсенче 300 тонна вырнаçмалăх çĕрулми путвалĕ, 100 вырăнлăх ĕне ферми, Пĕршенерте 150 лармалли вырăнлăх клуб тунă. Пĕрремĕш бригадăн бригадирĕн Мария Зиновьевна Зиновьеван çак наградăсем пулнă: «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль (1966, 1968, 1969), «Ял хуçалăх производствин социализмла ăмăртăвĕн отличникĕ» паллă, Ленин орденĕ (1971), «Чăваш АССРĕн ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хи- сеплĕ ят (1972), вăл икĕ хутчен Чăваш АССРĕн Верховнăй Совечĕн депутачĕ те пулнă (1974). 1976 çулта 8-мĕш пилĕкçуллăхри çитĕнÿсемшĕн Социализмла Ĕç Геройĕ ята тивĕçнĕ.

1978 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче «Путь Ленина» колхоза «Гвардеец» колхозпа пĕрлештернĕ. 1980 çулхи раштав уйăхĕнче В.Н.Платонов ĕçрен кайнă, ун вырăнне председателе Владимир Иванович Иванова суйланă. 1981 çулта 140 вырăнлăх ача садне туса пĕтернĕ. 1984 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Путь Ленина» тата «Гвардеец» колхозсем пайланса кайнă. Николай Иванович Никонова колхоз председательне суйланă. 1987 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Н.И.Никонов ĕçрен кайнă, ун вырăнне Анатолий Иванович Гуркина суйланă. 1990-1994 çулсенче Н.А.Арсентьев колхоз председателĕ пулнă. 1994 çултан пуçласа паян кунччен колхозниксем Александр Николаевич Романов ертсе пынипе ĕçлеççĕ.

Тĕрлĕ çулсенче колхоз председате- лĕнче çак çынсем тăрăшнă:

1. Т.Е. Евстафьев (1930)*

2. И.А. Соловьев (1931-1932, 1934-1935, 1941-1942)*

3. Н.М. Мардарьев (1933-1934, 1936-1938, 1943-1944)*

4. И.М. Ерицов (1935-1936)*

5. Е.М. Михайлов (1938-1939)*

6. Д.Ф. Федотов (1939-1941)*

7. П.В. Фадеев (1942-1943)*

8. М.Т. Трофимов (1944-1945)*

9. М.Г. Половиков (1945-1951)*

10. В.А. Афанасьев (1951-1952, 1954-1959)*

11. И.С. Семенов (1952-1954)*

12. В.Н. Платонов (1959-1980)*

13. В.И. Иванов (1980-1984)*

14. Н.И. Никонов (1984-1987)*

15. А.И. Гуркин (1987-1990)*

16. Н.А. Арсентьев (1990-1994)*

17. А.Н. Романов (1994 -… ).     

Василий Николаевич Платонов 1929 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Вăрăмпуç ялĕнче çуралнă. Ялти 7 çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ хыççăн Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче тăван ялти «Коминтерн» колхозра кĕтÿçĕре ĕçлеме пикеннĕ, 3 çул ку ĕçре тăрăшнă. 1949-1952 çулсенче çарта пулнă. Демобилизаци хыççăн Василий Николаевича «Коминтерн» колхозăн уй ĕç бригадин бригадирне лартнă. Çулталăкран ăна Канашри КПСС райкомĕ тата колхоз правленийĕ Шупашкара совпартшкула вĕренме янă, виçĕ çул вĕреннĕ хыççăн вăл кĕçĕн агроном дипломне илнĕ. Çакăн хыççăн Василий Николаевич тăван хуçалăха таврăннă, агрономра ĕçлеме пикеннĕ. 1959 çулта Василий Николаевича «Путь Ленина» колхоз председательне суйланă, 22 çул вăл çак хуçалăха ертсе пынă. Производствăри пысăк кăтартусемшĕн «Путь Ленина» колхоз ЦК КПССĕн тата РСФСР Министрсен Совечĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавне тивĕçнĕ. Пĕтĕм Союзри социализмла ăмăртура пысăк çитĕнÿсем тунăшăн  тата ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн 1974 çулта Василий Николаевича «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ята парса чысланă. 1971 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, 1976 çулта Октябрь Революцийĕн орденĕпе, 1970 çулта «Хастар ĕçшĕн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» медальпе наградăланă. 1967-1971 çулсенче Василий Николаевич Чăваш АССРĕн Верховнăй Канашĕн 7-мĕш созывĕн Вăрăмпуç суйлав округĕн депутачĕ пулнă. Паянхи кун вăл Вăрăмпуç ялĕнче пурăнать.              

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *