Чăвашсем мĕн авалтан пĕр-пĕр пысăк ĕçе пĕрле пуçтарăнса пурнăçланă. Паянхи кун та ялсенче çак ырă йăлана тытса пыраççĕ.
Çак кунсенче Уçырма ялĕнче пурăнакансем туслăн субботнике тухса «Аслыр» çăлкуç таврашне тирпей-илем кĕртнĕ. Хастарсем пĕрле тăрăшса кивĕ пăрăха çĕннипе улăштарнă, çăлкуç таврашĕнчи лапама якатнă, вак чул сарнă, шыв ăсма меллĕ вырăн йĕркеленĕ. Çавăн пекех çăлкуç патне пыракан çуран çÿремелли çула та юсаса çирĕплетнĕ. Субботника хутшăнакансем çакăнпа çеç çырлахман, территорие тасатас тĕллевпе те пысăк ĕç пурнăçланă: çÿп-çапа пуçтарнă, ÿссе кайнă курăка çулнă, купель таврашне тирпейленĕ.
«Эпир ку ĕçе хамăршăн тата пирĕн ачасемшĕн тăватпăр. Çăлкуç патне çулталăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче те пырса çÿреме кăмăллă пултăр тетпĕр. Çăлкуç таврашĕ яланах таса та илемлĕ пултăр», — уçаççĕ шухăшне ялта пурăнакансем.
Палăртса хăвармалла: «Аслыр» çăлкуç — таса шыв ăсмалли вырăн çеç мар, ялăн историйĕпе пурнăçĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕ те. Маларах кунта купель, картлашкасем вырнаçтарса лартнă пулнă, йĕри-тавра карта тытнă, çăлкуçа вара Çветтуй Николай ячĕпе сăвапланă. Халĕ те ял çыннисем çак вырăна тирпейлесех тăни, пĕр шухăшлă пулса хăтлăх кĕртес енĕпе ĕçсем пурнăçлани, паллах, савăнтарать. Шăпах çакăн пек пуçаруллă çынсене пула ялсем тасалса, илемленсе, хăтлăланса пыраççĕ.

