Вăрманкас Ухман ялĕнчи культура çуртĕнче куллен ĕç вĕрет. Çулла килте те ĕç нумаййине пăхмасăр волонтерсем ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене пулăшу кÿ-
ме те вăхăт тупаççĕ. Вĕсем пĕрле пуçтарăнса фронтри ентешĕсем валли маскировка тетелĕсем çыхаççĕ.
Хĕрарăмсем çыхса хатĕр-ленĕ кашни тетел пирĕн салтаксене тăшманран хÿтĕленме, камăн та пулин пурнăçне çăлма пулăшать. Çавна май пирĕн хÿтĕлевçĕсене пысăк пулăшу кÿ- рекен хастар волонтерсене «За бескорыстную помощь воинам России» медальсемпе чысланă.

