Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Мобильлĕ медицина комплексĕсем малалла ĕçлеççĕ

Мобильлĕ медицина комплексĕсем малалла ĕçлеççĕ


Олег Николаевăн «Сывлăх патне – утăм» проекчĕпе килĕшӳллĕн çынсем килтен инçе каймасăрах медицина тĕрĕслевĕ тухаяççĕ.
«Сывлăх пункчĕсем», çавăн пекех «Ача-пăча тухтăрĕ» тата «Кардиопуйăс» мобильлĕ медицина комплексĕсем малалла ĕçлеççĕ. «Сывлăх пункчĕсенче» тӳлевсĕрех юн тата куç ăшĕнчи пусăма виçтерме пултараççĕ. Унсăр пуçне кĕлетке çӳллĕшне тата йывăрăшне пĕлме, кĕлетке виçин индексне шутласа кăларма, юнри сахăр тата холестерин шайне виçтерме; ЭКГ, маммографи тата флюорографи тухма май пур. Специалистсем тĕрĕс апатлану тата чир-чĕртен асăрханасси çинчен ăнлантарĕç. Кирлĕ пулсан тухтăр патне хушма тĕрĕслеве яма та пултараççĕ.
Кашни эрнери «Ача-пăча тухтăрĕн» тата «Кардиопуйăсăн» тулли графикĕпе Чăваш Республикин Сыв-лăх сыхлав министерствин сайтĕнче паллашма пулать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *