Шупашкар хули ҫуралнӑ куна хатӗрленет. Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӑл 557 ҫул тултарӗ.
Спорт тата массӑллӑ мероприятисем «Спартак» стадионта пулӗҫ, Хӗрлӗ тӳреме вара ӗҫлӗ тӗлпулусем тата куравсем валли уйӑрӗҫ.
Урамсене афишӑсемпе, ялавсемпе илемлетме тытӑннӑ та ӗнтӗ. Ҫуртсен картишӗсенче вара ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнченех хаваслӑ программӑсем иртеҫҫӗ. Тӗп мероприятисем Физкультурник кунӗнче старт илнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче Хӗрлӗ тӳремре «Шупашкар хумӗ» ҫамрӑксен форумӗ иртӗ. Унта хутшӑнакансем хӑйсен проекчӗсене пуҫарма, ӗҫлӗ партнерсем тупма вӗренӗҫ. Ҫавӑн чухнех «Шупашкар – Атӑл ҫинчи телей» ретроперспектива фестивалӗ пулӗ. Хула кунӗ ячӗпе тата ытти мероприятисем иртӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Хула кунӗ Хӗрлӗ тӳремре уяв концерчӗпе вӗҫленӗ.

