Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев строительство отраслĕн ĕçченĕсене професси уявĕпе саламланă. Строительсен кунне паллă тума пуçланăранпа 70 çул, Строительство министерствине йĕркеленĕренпе 55 çул çитнине халалланă уяв Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртнĕ.
Олег Николаев Чăваш Енри строительсен ĕçне пысăк хак панă. Пурăнмалли çурт-йĕр хута ярас тĕлĕшпе строительство отраслĕ Атăлçи округĕнче 3-мĕш вырăн, çĕршывра 28-мĕш вырăн йышăнать. Авари хăрушлăх пур çуртра пурăнакансене, тăлăхсене, нумай ачаллă çемьесене, çăмăллăхлă ытти ушкăнри граждансене хăтлă хваттерпе тивĕçтерес тĕлĕшпе те кăтарутсем лайăх. Çавăн пекех социаллă объектсене хута яраççĕ, шкулсене, ача сачĕсене, больницăсене, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсаççĕ… «Строительсен кашни ĕçĕ – халăхăн ырлăхĕ, хăтлă пурнăçĕ», – тенĕ республика Пуçлăхĕ.
Уявра строительство отраслĕнче нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пысăк çитĕнӳ тунисене тĕрлĕ наградăпа чысланă. Строительсене çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Алла Салаева, Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Енри строительсен союзĕн председателĕ Энвер Аблякимов тата ыттисем саламланă.

