Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Штраф тÿлеттерме йышăннă

Штраф тÿлеттерме йышăннă

Шупашкарта пурăнакан 46-ри арçын, Çĕмĕрлере суту-илÿ объекчĕ тытса тăраканскер, саккуна пăхăнмасăр маркăламан табак продукцине туяннă. Ăна вăл хăйĕн лавккинче упранă, каярах сутса ярасшăн пулнă. Анчах шухăшланă пек тума май килмен – Раççей ФСБ Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем тытса чарнă.

Тĕрĕслев мероприятийĕсем ирттернĕ хыççăн саккунсăр çаврăнăшран 7 пине яхăн пачка маркăламан табак продукцине кăларса илнĕ, пĕтĕмĕшле хакĕ – 900 пин тенкĕ ытла.

Суд айăпланакана 200 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *