Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Çурт космос карапне аса илтерет

Çурт космос карапне аса илтерет

Чӑваш Кӑйкӑрĕн Андриян Николаевӑн тӑван ялӗнчи космонавтика музейнче строительство ĕҫĕсем малалла пыраҫҫĕ. Объектра нумаях пулмасть Олег Марков вице-премьер тата регионӑн строительство министрӗ Владимир Максимов пулнӑ.

«Кунран-кун ӳсекен ҫурт космос карапне аса илтерет», – тесе палӑртнӑ вырӑна ҫитсе курнӑ май Владимир Максимов министр.

Хальхи вӑхӑтра объектри рабочисем стенасене якатаҫҫĕ, чӳречесем лартаҫҫĕ. Ҫĕнĕ музейра планетарипе обсерватори те пулĕ.

Министр пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, юсав ӗҫӗсем хӗрӳ пыраҫҫӗ, строительсем ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнĕ тĕле (2029 ҫулта)  комплекс уҫӑлмалла.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта Космнавтика музейне 1972 ҫулта уҫнӑ. 2010 ҫул пуҫламӑшӗнче унта ҫӗнӗ ҫурт тума йышӑннӑ. 2025 ҫулхи ҫуркунне строительство компанийӗпе контракт алӑ пуснӑ. Палӑртнӑ ĕҫсем малалла пыраҫҫĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *