Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗнӗ сезон уҫӑлнӑ.
Театр куракансене ҫӗнӗ спектакльпе савӑнтарнӑ. Сцена ҫинче «История одного чуда» спектакль премьери иртнӗ.
Ку постановкӑра кулленхи ыйтусене ҫӗкленӗ: юрату, шанчӑклӑх темине хускатнӑ тата кирек мӗнле пулсан та асамлӑха ӗненмеллине кӑтартнӑ.

