Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Лавкка уçнă тата логистикăпа ĕçлеме палăртать

Лавкка уçнă тата логистикăпа ĕçлеме палăртать

СВО ветеранĕ мирлĕ пурнăçа таврăнни çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев каласа кăтартнă.

Александр Николаев Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хăйĕн ирĕкĕпе тухса кайнă пулнă, служба вăхăтĕнче темиçе хутчен аманнă. Реабилитаци тухнă хыççăн тăван киле таврăннă. Усламçă çул-йĕрне суйласа илнĕ, мăшăрĕпе пĕрле апат-çимĕç лавкки уçнă, хăйĕн бизнесне транспорт логистики тата строительство енĕпе малалла аталантарса пыма палăртать.

«Александр Николаев пек çынсем — пирĕн республикăн чăн-чăн тĕревĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ, паян çемйине пысăк тимлĕх уйăрать, хăйĕн ĕçне аталантарса пынипе пĕрлех тăван тăрăх аталнăвне пысăк тÿпе хывать. Хамăр паттăрсемпе мăнаçланатпăр, вĕсене мирлĕ пурнăçа таврăнас çул çинче пур енлĕн пулăшса пырăпăр», — çырса пĕлтернĕ регион ертÿçи Олег Николаев социаллă сетьри хăйĕн страницинче.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *