Чӑваш Енри педагогсем Класс ертӳҫисен пӗтӗм Раҫҫейри форумне хутшӑнӗҫ. Мероприяти авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Мускавра иртӗ.
Кӑҫал ӑна улттӑмӗш хутчен йӗркелӗҫ. Унта ҫӗршывӑмӑрӑн мӗнпур регионӗнчи 700 учитель пуҫтарӑнӗ. Ҫак йыша Чӑваш Енри 6 учитель кӗнӗ, пултаруллӑ педагогсем Канашран та пур.
Форумра класс ертӳҫисем валли мастер-классем ӗҫлӗҫ, ачасене воспитани парас енӗпе ӗҫлекен экспертсем тухса калаҫӗҫ. Класс ертӳҫисем форума инҫет ҫыхӑну мелӗпе те хутшӑнма пултарӗҫ. Онлайн-трансляцие итлес тесен авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен регистрациленмелле.

