Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Бетон хӳтлӗхсем лартнӑ

Бетон хӳтлӗхсем лартнӑ

Шупашкар хулинче пилотсӑр вӗҫекен аппаратсенчен пытанмалли тепӗр пилӗк бетон хӳтлӗхӗ лартнӑ. Ҫапла майпа халӗ вӗсем хулара – 28. Кун пирки Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов пӗлтернӗ.

Хальхинче бетон хӳтлӗхсене «Ленин Комсомолӗ» чарӑнура, «Хӗвелтухӑҫ» урамӗнчи 20-мӗш ҫурт патӗнче, Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ ҫывӑхӗнче, «Культура паркӗ» тата «Ҫӗнтерӳ паркӗ» чарӑнусенче лартнӑ. Станислав Трофимов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра тепӗр пилӗк бетон хӳтлӗх илсе килӗҫ.

Кӑҫал халӑха хӑрушлӑх пирки пӗлтермелли системӑна та ҫӗнетеҫҫӗ. «Ростелеком» 16 ҫӗнӗ система вырнаҫтарнӑ, «Метелица» тулли мар яваплӑ общество вара 14 системӑна урӑх ҫӗре куҫарнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *