Чӑваш Енре «Пуласлӑхри чӑх-чӗп ӗрчетесси: технологипе управлени» ҫул-йӗрне тытса пыракан агротехнологи класӗ уҫӑлнӑ.
Вӑл Канаш округӗнчи Вӑтапуҫ шкулӗнче вырнаҫнӑ. Агротехнологи класне уҫма «АПКри кадрсем» федерацин «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологипе тивӗҫтересси» наци проекчӗпе «Российское село» парти проекчӗ пулӑшнӑ.
Уява вице-премьер – Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев, Канаш округӗн пуҫлӑхӗ Валерий Чернов, «Канашский «чӑх-чӗп ӗрчетекен завод» пӗрлӗхӗн генеральнӑй директорӗ Наталья Карпычева, ҫавӑн пекех Вӑтапуҫ шкулӗн учителӗсемпе вӗренекенӗсем хутшӑннӑ.
«Канаш тӑрӑхӗнче агротехнологи класне уҫни – АПКри кадрсен вӑй-хӑватне ҫирӗплетес тӗлӗшпе тунӑ пӗлтерӗшлӗ утӑм, уйрӑмах – чӑх-чӗп ӗрчетес ӗҫре. Палӑртса хӑваратӑп: «Чӑх-чӗп ӗрчетесси» – Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин мегапроекчӗсенчен пӗри шутланать, вӑл республикӑн 2025-2030 ҫулсенчи АПК аталанӑвӗн Стратеги- йӗпе килӗшллӗн пурнӑҫланать. Ҫӑмарта енӗллӗ чӑх-чӗпе ӗрчетессин ҫӗнӗ формисене вӑя кӗртнипе икӗ ҫул хушшинче ҫӑмарта производствине 56,5 процент чухлӗ ӳстерме май килчӗ. Пирӗн умра 2030 ҫулччен производствӑна 1,5 хут ӳстерес тӗллев тӑрать. Ҫак кӑтартусене пурнӑҫлама шкул сакки ҫинчен кадрсем хатӗрлени тӗп факторсенчен пӗри пуласса шансах тӑратӑп. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче кӑна Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн студенчӗсен ушкӑнӗн йышне республикӑри тӗрлӗ муниципалитет округӗсенчи агрокласран вӗренсе тухнӑ 14 выпускник хутшӑнчӗҫ. Эпир кашни шкул ачин аталанӑвӗ тата педагогсен ӗҫӗ валли чи лайӑх условисем туса паратпӑр: ҫӗнӗ аудиторисене хальхи вӑхӑтри оборудованипе тивӗҫтернӗ, ҫакӑ вӗрентӗвӗн пахалӑхне ҫӗнӗ шая кӑларма май парать. Пире ӗҫ аллисем кӑна мар, ҫӗнӗ ӑру специалисчӗсем кирлӗ, вӗсем отраслӗн уйрӑмлӑхне шкул тенкелӗнчен пуҫласа ӑнланса пырӗҫ», – палӑртнӑ Андрей Макушев.
Канаш округӗнче агротехнологи класӗ валли ҫул-йӗр суйласа илни ӑнсӑртран мар. «Канашский» ППЗ» пӗрлӗх – рес- публикӑри тата округри ҫӑмарта туса илессипе малта пыракан предприятисенчен пӗри. Иртнӗ ҫулта предприятире 106 млн штук ҫӑмарта илнӗ, ку 2024 ҫулхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан 264 процентпа пулать. Унта чӑх-чӗп ӗрчетекен комплекса модернизацилессипе анлӑ инвестици проекчӗ пурнӑҫланать. Предприятие ҫӗнетес ӗҫ 2023 ҫулта пуҫланнӑ. Ҫак хушӑра чылай ӗҫ туса ирттернӗ: хальхи вӑхӑтра ҫӑмарта склачӗ тунӑ, чӑх-чӗп усрамалли ҫӗнӗ витесем тунӑ, чӗпсен витисене юсаса ҫӗнетнӗ, пысӑк тухӑҫлӑ ҫӗнӗ оборудовани туяннӑ, выльӑх апачӗн цехне ҫӗнетнӗ.
«Канашский» ППЗ» пӗрлӗх агротехнологи класне йӗркеленӗ инвестор пулса тӑнӑ. Шкул ачисен практикӑлла занятийӗсем валли предприяти интерактивлӑ модельсем, цифрӑллӑ микроскопсемпе видеокамерӑсем, зоологи енӗпе микропрепаратсем, хальхи вӑхӑтри оборудованисем туяннӑ. Биологи базине тӗрлӗ йышши чӗрчунсен скелечӗсем, овоскоп тата инкубатор пуянлатӗҫ. Материалсене кӑтартма видеостена, интерактивлӑ 3D-кӑтартуллӑ пособи тата интерактивлӑ виҫӗ виҫеллӗ атлас вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех вӗренекенсен аллинче «Нюрӑпа» «Автан» пуканесем те пур. Оборудование 5 миллион тенкӗлӗх туяннӑ, тӑкаксен 90 процентне патшалӑх каялла тавӑрнӑ.
«Ачасемшӗн ҫакӑ пирӗн рес- публикӑпа ҫӗршыва тӑрантаракан ӗҫре эксперимент тума, ыйтусем пама, хӑйсене тӗрӗслесе пӑхма питӗ лайӑх мел. Кунта, шкулта, ачасене округ тулашне тухмасӑрах малта пыракан технологисемпе вӗренме май пур. Эпир ҫак вӗренекенсем аграрисен тивӗҫлӗ смени пуласса шанатпӑр», – тенӗ округ пуҫлӑхӗ Валерий Чернов.
Пулӑшӑва педагогсем те тивӗҫӗҫ. Инвестор кӑҫал агротехкласӑн икӗ учительне (физикӑпа математика тата химипе биологи) хавхалантаракан тӳлевсем валли хушма 240 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Патшалӑх предприятие ҫав тӑкаксен 95 процентне федераци тата республика шучӗпе (228 пин тенкӗ) каялла тавӑрнӑ. Регионти проект кадрсен профильлӗ класӗсенче ӗҫлеме явӑҫтарма вӗрентекенсене 30 пин тенкӗ таран тӳлеме палӑртнӑ.
Вӗрентекенсем шкул программинчен уйрӑлмасӑр ачасемпе тӗплӗн ӗҫлеме май пуррине палӑртаҫҫӗ, агротехнологи класӗнче вӗренекенсем хӑйсем ҫӗнӗ май пулнӑшӑн уйрӑмах савӑнаҫҫӗ.

