«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗ сивӗ ҫанталӑкран пуҫланӗ. Юр ҫума пултарӗ, ҫӗрле шӑнтӗ.
Ҫил вӑйланнӑран тата та сивӗрех пек туйӑнӗ. Шӑматкун термометр 2-3 градус ӑшӑ кӑтартӗ, анчах 6-8 градус сивӗ пек туйӑнӗ.
Уйӑх сивӗрен пуҫлансан та малалла типӗ те ӑшӑ кунсем пулӗҫ. Иккӗмӗш декадӑра ҫанталӑк сивӗтӗ. Анчах юр ҫусан та ирӗлсе кайӗ.

