Среда, 14 октября, 2026
Главная > Публикации > Ҫулӑм ӑшӗнчен илсе тухнӑ

Ҫулӑм ӑшӗнчен илсе тухнӑ

Александр Матвеев пушарнӑй ҫынна ҫулӑм ӑшӗнчен илсе тухнӑ.

Авӑнӑн 26-мӗшӗнче ҫӗрле Тӑвай округӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ун чухне 15-мӗш пушарпа ҫӑлав чаҫӗн командирӗн Александр Матвеевӑн канмалли кун пулнӑ. Инкек пирки ӑна тусӗсем шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вӑл пӗр тӑхтамасӑр вырӑна ҫитнӗ.

Кил хуҫи хӗрарӑмӗ шалта ҫын пулнине пӗлтернӗ. Матвеев подразделени килессе кӗтмен – ҫунакан ҫурта кӗрсе кил хуҫине илсе тухнӑ. Унпа пӗрле кил хуҫин пӗлӗшӗ те тухнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *