Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > «Кӗмӗл» волонтерсен пиллӗкмӗш  форумӗ иртнӗ

«Кӗмӗл» волонтерсен пиллӗкмӗш  форумӗ иртнӗ

Канашри муниципаллӑ округра «Кемел Чун» ятпа республикӑри «кӗмӗл» волонтерсен пиллӗкмӗш форумӗ иртнӗ.

Палӑртса хӑварар, Чӑваш Енре ҫак юхӑм йышӗ ҫулсеренех ӳссе пырать. Республикӑри 12 муниципалитетра «Мой социальный центр» ятпа уҫӑлнӑ 14 центр ӗҫлет, 2030 ҫул тӗлне вӗсем кашни округрах ӗҫлеме тытӑнмалла. 

Октябрӗн 1-мӗшӗ  Чӑваш Енри «кӗмӗл» волонтерсемшӗн чӑн-чӑн уяв пулса тӑнӑ. «Кемел Чун» форума хутшӑнма районти Культура ҫуртне 300 ытла волонтер пухӑннӑ.

Фойере хӑнасене интереслӗ мастер-классем кӗтсе илнӗ: шӑрҫаран чӑваш эрешӗ ӑсталасси, ӳнер тата чӳлмек ӑсталӑхӗ. Шатерта вара, «Сывлӑх патне утӑм» проектпа килӗшӳллӗн кашниех хӑйӗн сывлӑхне тӗрӗслеттерме пултарнӑ. Врачсем унта профилактика тӗрӗслевӗсем ирттернӗ.

«Кӗмӗл» волонтерсене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Чӑваш Республикин ӗҫ тата социаллӑ  хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова саламланӑ, обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑннӑшӑн тав тунӑ, наградӑсем панӑ.

Концерт программине Канаш округӗнчи «Енӗшсем» халӑх фольклор коллективӗ уҫнӑ. Унтан сцена ҫинче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, чӑваш эстрадин ҫӑлтӑрӗ Алексей Шадриков тухнӑ. Пӗтӗм республикӑран килнӗ «Кӗмӗл» волонтерсен пултарулӑх коллективӗсем куракансене асран кайми кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ. 

«Ҫавра сӗтел» форумӑн уйрӑм пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулса тӑнӑ. Унта доброволецсен юхӑмне аталантарассине, доброволецсен Ресурслӑ центрӗпе хутшӑнассине тата киберпреступниксенчен хӳтӗленмелли мелсем ҫинчен калаҫнӑ.

Хамёр инф?

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *