Главная > нестареемдушой

Тунсăхлама вăхăт çук

Ялти культура вучахĕсем - клуб е библиотека - çамрăксем валли кăна мар, аслăрах ÿсĕмри çынсен пушă вăхăтне йĕркелеме те тивĕçлĕ майсем туса пама тăрăшаççĕ. Юлашки вăхăтра районти чылай ялта фольклор коллективĕ-сем йĕркеленчĕç, вĕсенче ытларах тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем юрлаççĕ, халăхăн ырă йăли-йĕркине чĕртсе тăратассишĕн, упраса хăварассишĕн пысăк ĕç тăваççĕ. Тепĕр

Подробнее

Хускални сывлăхшăн усăллă

«Хускану вăл - пурнăç, пурнăç вара - хускану», - тет авалхи каларăш. Ăсчахсем вара çак каларăшăн пĕлтерĕшне хăйсен тĕпчевĕсемпе çирĕп-летнĕ. Сахал хускални çын сывлăхĕшĕн сиенлĕ. Мăнтăр, юн пусăмĕн, сахăр, рак чирĕсем аталанма майсем туса парать. Чылайăшĕ сывлăхшăн усăллă хусканусем тума вăхăт та, вăй та çук тесе ÿпкелешме пăхать. Çак паха

Подробнее

Пултаруллă кинемейсемпе мучисем

«Пенсие тухсан пурнăç хăйĕн илемне çухатать, чарăнса ларнăпа пĕрех, нимĕнле хутшăну та, хăвăн лайăх енÿсене кăтарма та май çук», - тенине час-часах илтме пулать. Анчах ку шухăшпа пурте килĕшмеççĕ. Çапла, тивĕçлĕ канăва тухсан пурнăç тепĕр майлă çаврăнать, анчах та лайăх еннелле те пулма, ăна çĕнĕ варкăш кĕртме те пултарать. Ĕçе çÿреме

Подробнее

Кукамайпа асанне – хаклă тупра

Кукамайпа кукаçи, асаннепе асатте - çын пурнăçĕнче хаклă тупра. Вĕсем пур çынсем пуян та телейлĕ. Эпĕ те хама çакăн пек çынсен шутне кĕртетĕп. Манăн та чуна çывăх юратнă çынсем пур - асаннепе кукамай. Шел пулин те, кукаçипе асатте вăхăтсăр çĕре кĕчĕç, вĕсем пурăннă пулсан эпĕ хама тата та телейлĕрех туйнă

Подробнее

Манăн юратнă çыннăм

Кашни çын çĕр çине килнĕ пулсан хăйĕн ĕмĕрĕнче пурнăçăн тĕрлĕ тапхăрĕнче пулса курать: ачалăх, çамрăклăх, ватлăх. Ачалăх - шухăшсăр, тăпăртатса тăракан тиха пек иртсе каять. Çамрăклăх илемлĕ, юратуллă, вăйлă, ăмăртса чупакан çил çунат пек. Ватлăх... Эсĕ мĕнлерех иртетĕн-ши?  Ман шутпа, лăпкă та вăркăш, чуна канлĕх паракан ăшă çил пек, васкамасăр, кашни сăмахпа киленсе

Подробнее

Аслă ăрăва чыслатпăр та мухтатпăр

Этем пурнăçĕн тапхăрĕсене - ачалăха, çамрăклăха, ватлăха - çут çанталăкăн вăхăчĕсемпе, çуркуннепе, çуллапа, кĕркуннепе - танлаштарма пулать. Шутласан, чăнах та çавăн пек мар-и-ха? Çуркунне мĕнпур тавралăх, йывăç-тĕм, чечек-курăк вăй илсе аталанать, ÿсет, чечек çурса илемĕпе тыткăнлать. Кĕркунне мĕнпур илем çĕр çине тăкăнса тĕсне çухатать. Ача çуралать те çитĕнсе çирĕпленет. Çамрăклăх

Подробнее

Хăйĕн ĕмĕрне доярка ĕçĕпе çыхăнтарнă

Ялти ĕç стажĕ пысăк пулнине кура пулăшу илекенсен шутне Янкăлч ялĕнче пурăнакан Русскова Людмила Петровна та кĕрет. Вăл 1955 çулхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пукăртан ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Людмила Петровнăн ашшĕ-амăшĕ Петр Тихоновичпа Серафима Матвеевна Тихоновсем мĕн ĕмĕр тăршшĕпех ялти хуçалăхра вăй хурса пурăннă, ачисене те мĕн пĕчĕкренех ĕçе

Подробнее

Ялти стажшăн — хушма укçа

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен пурнăç тăршшĕпе ялта пурăнакан, ял хуçалăх производствинче 30 е ытларах çул вăй хунă ĕçлемен пенсионерсем ял пенсийĕн хушма укçине илме тытăнчĕç. Анчах та хушма пулăшу пирки паянхи кун та чылай ыйту сиксе тухать, вĕсене уçăмлатас тĕллевпе РФ Пенси фончĕн Канаш хулинчи уйрăмĕн ертÿçин çумĕпе Дамир Сабировпа

Подробнее

Хускану илем кÿрет, сывлăха çирĕплетет

«Илемлĕ пулас тесен - чупмалла, сывлăхлă пулас тесен - чупмалла, вăйлă пулас килсен те чупмалла», - тенĕ авалхи грексем. Куçни-хускални пирĕн организма сывă пулма пулăшать - мышцăсене аталантарать (вăл çыннăн кĕлетке виçин 45 процентне йышăнать), хул-çурăма, чĕрене, нерва, юн тымарне çирĕплетет. Унсăр пуçне хускални илемлĕ те йăрăс пÿллĕ пулма май

Подробнее

Килти пек ăшă та хăтлă

Пур çын та хăйĕн ĕмĕрне телейлĕ те сывă пурăнса ирттересси пирки ĕмĕтленет, анчах та ватлăх яланах пĕр пек килмест. Кам хăйĕн кун-çулĕн юлашки тапхăрне ачисемпе мăнукĕсен хÿттинче те тăнăçлăхра пурăнса, вĕсен юратăвне туйса ирттерет, кам вара çÿçсем шуралсан, ÿт пĕркеленчĕкпе витĕнсен ватлăхпа куçа-куçăн пĕччен тăрса юлать. Çамрăк чухне пĕчченлĕх хăратмасть:

Подробнее