Главная > твои люди район

Максимовсем сакăр тĕрлĕ сыр тăваççĕ

Кăçал Чăваш Енре Раççейри Ял хуçалăх Министерстви йĕркеленĕ «Фермер шкулĕ» вĕренÿ проекчĕ виççĕмĕш хут иртнĕ. Унта пирĕн ентеш Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче пурăнакан Оксана Николаевна Максимова та хутшăннă. Вăл унта икĕ уйăх аграри производствин малашлăх ăсталăхне туптанă. Унăн вĕренес туртăмне упăшки ырласа йышăннă. «Ĕнесен йышĕ пысăклансах пычĕ, анчах та сĕте усламçăсене тухса парас

Подробнее

Тăван хуçалăхра — хĕрĕх çул ытла

Шăхасан салинче пурăнакан Эльза Аркадьевна Яковлева ыран, нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче, 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. Вăл Çĕрпÿ районĕнчи Упнер ялĕнче çуралнă. Шкул хыççăн хĕрупраç Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ, агроном специальноçне алла илнĕ. 1974 çулта Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативне ĕçе вырнаçнă, унта 2015 çулччен вăй хунă.Эльза Аркадьевнăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ

Подробнее

Вăл вуннăрах ĕне сума вĕреннĕ

- Мана Надя тесе чĕнеççĕ, Вăтапуçне эпĕ Асхваран 1979 çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче качча килнĕ, - терĕ мана «Гвардеец» колхоз ферминче чылай çул дояркăра ĕçленĕ Надежда Николаева паллашнă май алă парса.- Эсир Асхваран иккен? Апла тăк, «Мотор» колхоз дояркине, Социализмла Ĕç Геройне Валентина Дмитриевна Дмитриевăна пĕлнĕ пулĕ?- Ара, хамăрăн инкене, пиччен

Подробнее

Йышлă çемьере ачисем маттур пулаççĕ

Август уйăхĕ вĕçленес умĕн пĕр кун эпĕ Вăтапуçĕнчи библиотека ĕçченĕпе Юрий Никитинпа тĕл пулма калаçса татăлнăччĕ. Культура çурчĕн иккĕмĕш хутне хăпарса вулавăша кĕтĕм. Юрий Семенович пĕччен мар иккен. Пĕр çамрăк хĕрарăмпа вĕсем хĕрсех темĕн çинчен калаçаççĕ. - Василий Степанович, сире Валентина Васильевна Шариповăпа паллаштарам-ха. Вĕсем мăшăрĕпетăватă хĕр çуратса ÿстернĕ, пĕр ывăл

Подробнее

Елена Тумашкина: «Ĕлĕк колхозра ĕçлекенсем пысăк хисепре пулнă»

- Вăтăр икĕ çул «Гвардеец» колхоз ферминче пĕр улшăнмасăр дояркăра ĕçлерĕм, - тет Вăтапуç салинче пурăнакан Тумашкина Елена Максимовна. - Çулсем те сахал мар: январь уйăхĕнче 76 тултаратăп. Малтан кашни дояркăн 12-шер ĕнеччĕ. Кайран пысăклатса-пысăклатса пычĕç те ĕне шутне - çирĕме те çитрĕ пулĕ.

Подробнее

Ĕçчен çынна ял савать

Нумаях пулмасть Вăтапуçĕнче пулма тÿр килчĕ манăн. Кунта 33 çул ял библиотекинче ĕçлекен Юрий Семенович Никитинран хаçатра çырса кăларма тивĕçлĕ çынпа паллаштарма ыйтрăм.      - Эпĕ халĕ отпускра, вăхăт пур, Зоя Германовна Степанова патне илсе каямха сире. Хăй вăл Вăрăмпуçĕнчен качча килнĕ, амăшĕ, Анна Васильевна, сирĕн ялтан, Пĕршенертен, пулнă. Зоя

Подробнее

Вĕсен пахчинче талккăшĕпех чечек

Пĕршенер ялĕнчи Малти укăлчара пурăнакан Николаевсен çурчĕ патне çитсен тĕлĕннипе-и е савăннипе шалт! хытса тăран. Пÿрчĕ умĕнчи пахчара – оранжерея тейĕн _ темĕн тĕрлĕ чечек! Сад пахчине тухсан тĕлĕннипе тÿнсе кайăн - унта талккăшĕпех чечек йăранĕ. Мĕнле лартса пĕтернĕ-ши çавăн чухлĕ чечеке çĕр çине тесе шухăша каян. Сад пахчинче -

Подробнее

Çур ĕмĕр ытла руль умĕнче

Районти АПК тытăмĕнче вăй хуракан аслăрах ăрури механизаторсен хушшинче Катекре пурăнакан Михаил Петрович Петрова пĕлмен çын çук та пуль, мĕншĕн тесен вăл 55 çул ытла руль умĕнче. Тивĕçлĕ канăва тухнăрапа вăхăт чылаях иртнĕ пулин те Михаил Петрович вырма вăхăтĕнче кашни çулах комбайн штурвалĕ умне ларать.      - Хамра вăй-хал пуррине

Подробнее

Чи кирли — çулсем иртсен те çемьере татулăх пурри

Августăн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Чăваш Республикин наградисемпе наградăласси çинчен» Указа алă пуснă. Унта сăмах ачисене тивĕçлĕ воспитани панă ашшĕ-амăшне патшалăх наградисемпе чысласси çинчен пырать. Документпа килĕшÿллĕн регионта пурăнакан 9 амăшне «Анне» Чăваш Республикин амăшĕн мухтавĕн паллипе наградăланă. Канаш районĕнчен çак хисепе Имел ялĕнче пурăнакан Елена Наумова тивĕçнĕ.  

Подробнее

Унсăр пĕр уяв та иртмест

Кайăкялĕнче пурăнакан Ольга Андреевна Семенова патне эпир Вăтапуç ял библиотекин ертÿçипе Юрий Семенович Никитинпа пĕрле кайрăмăр: «Пĕлетĕр-и, Василий Степанович, - терĕ вăл мана, - сасси мĕнле таса та вăйлă унăн, чăвашăн хăш-пĕр юрăçи унтан аякра тăтăр! Кашни ял уявĕнчех ăна юрлама чĕнетпĕр».      Картишĕнче талккăшпех курăк. Выльăх-чĕрлĕх усрамаççĕ пулас. Пÿртре

Подробнее