Среда, 8 декабря, 2021
Главная > Публикации > Мăнаçланма сăлтавĕ пур

Мăнаçланма сăлтавĕ пур

Ачан чунĕнче патриотизм, чыслăх, тивĕçлĕх туйăмĕсене пĕчĕкренех аталантарса, кунсерен çирĕплетсе пырсан унран хăюллă, çирĕп кăмăллă чăн-чăн çын пулса çитĕнетех. Вăл хăйне кăна мар, ыттисене те йывăрлăхра пулăшма, хÿтĕлеме пултарать. Çак ырă енсене çитĕнекен ăрăвăн чун-чĕрине ăша хывас енĕпе Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнче тăрăшса ĕçленине палăртмалла. 2007 çулта кунта кадетсен пĕрремĕш класĕ йĕркеленнĕ. Çак класра ăс пухнă ачасенчен чылайăшĕ аслă çар училищисенчен, академийĕсенчен вĕренсе тухса паян Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăй хураççĕ. Хăйсен çитĕнĕвĕпе ентешĕсене савăнтараççĕ, çитĕнекен ăрушăн вара ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Екатерина Михайлова çÿлерех асăннă шкулта 9-мĕш класра вĕренет. Катя анлă тавракурăмлă хĕрача. Уйрăмах математика, хими, биологи предмечĕсене кăмăллать. Хастар та пултаруллăскер шкулпа район чысне çеç мар, республикăнне те час-часах хÿтĕлет.
Катьăн çитĕнĕвĕсем пирки каласа та пĕтереймĕн. Вăл «Юнарми» отрячĕн маттур командирĕ, Раççейри шкул ачисен юхăмĕн Янкăлч шкулĕнчи ертÿçи. Районти тата республикăри тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи. «Патриот» çар клубĕн членĕ, «Зарница» тата «Орленок» командисен хастарĕ. Вăлах — Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ. Вĕренÿре те «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. Шкулти мероприятисене йĕркелесе ирттерме те ăста. Пултаруллă хĕрупраç районта, республикăра иртекен предмет олимпиадисене хастар хутшăнать. Мĕнле ĕлкĕрет-ши?  Маттурах çав!
«Катя алă усса лармасть, яланах вĕренÿре, ĕçре вăл. Нумаях пулмасть республикăри юнармеецсен слетне хутшăнса «Çулталăкри чи лайăх юнармеец» ята тивĕçрĕ», — каласа парать кадет класĕн тьюторĕ Валерий Васильевич Петров.
Пултарулăхне республика шайĕнче хакланăшăн çав тери хĕпĕртет хĕрача. Ашшĕ-амăшĕ, пĕрле вĕренекенсемпе вĕрентекенсем унпа мухтанаççĕ, малашне те маттур пуласса шанаççĕ.

Елена ВАСИЛЬЕВА,
чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ

 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code