Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > Сăмах ăстисем хăйсен пултарулăхне Шупашкарта кăтартĕç

Сăмах ăстисем хăйсен пултарулăхне Шупашкарта кăтартĕç

Районта çулсерен СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕпе сăмах ÿнерĕн конкурсĕ иртет. Унта палăрнисем хăйсен ăсталăхне республика шайĕнчи конкурсра малалла кăтартма пултараççĕ.

Сăмах ăстисем нумаях пулмасть Шăхасан салинче, районти культура çуртĕнче, пуçтарăнчĕç. Конкурса районти «Централизациленĕ клуб системи» йĕркелерĕ. Унăн тĕллевĕ: прозăпа поэзи тусĕсене ачасен, çамрăксен тата аслă ÿсĕмри çынсен хушшинче тупса палăртасси.
Конкурсантсен пултарулăхне районти централизациленĕ клуб системин директорĕ Ольга Микушина, асăннă учрежденин массăллă мероприятисен режиссерĕ Татьяна Печкина, централизациленĕ библиотека системин комплект пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Иванова тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ Людмила Тарасова хакларĕç.
Сăмах ăстисем вырăс тата чăваш халăхĕ- сен паллă писателĕсемпе поэчĕсен произведенийĕсене пăхмасăр каларĕç, «проза» тата «поэзи» номинацисенче мала тухассишĕн тупăшрĕç.
Конкурсантсене, çулĕсене кура, ятарлă ушкăнсем — «Ачалăх сăпки», «Ачалăх», «Çамрăклăх» тата «Çитĕннĕ тапхăр» — çине уйăрчĕç. Çичĕ çула çитичченхи пепкесен ушкăнĕнче Анна Семенова (Вăрăмпуçĕнчи культура çурчĕ) çĕнтерчĕ. Çичĕ çултан пуçласа вун тăватă çула çитичченхи ачасен йышĕнче Дарья Сергеева (1-мĕш вырăн, Янкăлчри культура çурчĕ), Ксения Александрова (2-мĕш вырăн, Кайри Ăнтавăш), Максим Убасников (Янкăлч) палăрчĕç. Вун тă-ватă çултан пуçласа вун çичĕ çула çитичченхи çамрăксен ушкăнĕнче 1-мĕш вырăна Екатерина Емельянова (Ямаш) çĕнсе илчĕ, Виктория Петрова (Кайри Ăнтавăш) 2-мĕш вырăна тухрĕ, Владимир Артемьевпа (Ямаш) Кристина Семенова (Калиновка) 3-мĕш вырăна пайларĕç. Çирĕм пилĕк çултан аслăраххисем çапларах вырăнсене тивĕçрĕç: Елизавета Александрова — пĕрремĕш (Сиккасси), Юрий Кирилловпа (Сител), Лидия Яковлева (Малти Тукай) — иккĕмĕш, Николай Павлов (Вăрман Енĕш) виççĕмĕш вырăнта.
Çĕнтерÿçĕсем хăйсен пултарулăхне ака уйăхĕнче Шупашкарта кăтартĕç.

Ольга МИКУШИНА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *