Суббота, 10 декабря, 2022
Главная > Публикации > Сĕт ыйтăвĕ калаçтарать

Сĕт ыйтăвĕ калаçтарать

Районти ялсенче халăх пухăвĕсем вĕçленчĕç. Унта çынсем тĕрлĕ ыйту çĕклерĕç, ертÿçĕсем ытларахăшне вырăнтах татса пачĕç. Ял çыннине мĕн канăç памасть-ха; Паллах, нумай çĕрте сĕтпе çыхăннă: сĕт пахалăхне анализ тутарнăшăн тÿлемелли хаксемпе килĕшменнине палăртрĕç. Çак ыйтусене уçăмлатма «çавра сĕтеле» выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Михаил Кошкин, район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Сергей Васильев, ветстанцин врачĕ Людмила Данилова хутшăнчĕç.
— Ĕне сĕчĕ — çыннăн апатланăвĕнче чи кирлĕ продукт. Унăн тытăмĕнче организмшăн чи кирлĕ веществосем пур — белок, çусем, углеводсем, минерал тăварĕсем, вĕсем пурте тивĕçлĕ виçере пулнă пирки организмра хăйсен вырăнне çăмăллăнах тупаççĕ. Сĕтре витаминсем, ферментсем, гормонсем, микроэлементсем çителĕклĕ.
— Михаил Борисович, халăх туса илекен сĕтĕн пахалăхĕ çинчен калаçар-ха. Унта хăйĕн кăткăслăхĕ пур.
— Сĕте тата сĕтрен хатĕрленĕ юр-варăн хăрушсăрлăхне Евразин экономика комиссийĕ йышăннă техника регламенчĕпе килĕшÿллĕн тĕрĕслеççĕ. Документа 2013 çулхи октябрĕн 9-мĕшĕнче çирĕплетнĕ.
Йĕркипе çапла пулса пырать: харпăр хушма хуçалăхсем сĕт туса илеççĕ. Ăна сутнă чухне сĕте йышăнакансен, сĕте тирпейлекен предприятисен (сĕт завочĕсен), сĕт йышăнакан пунктсен, уйрăм çынсен, ял хуçалăх организацийĕсен — ветеринари документне кăтартмалла. Вĕсене патшалăх ветеринари служби парать. Вестправкăна хатĕрлеме пирĕн малтанах продукци хăрушсăр пулнине çирĕплетмелле. Кăна валли кашни ветеринари участокĕн- че сĕт пахалăхне палăртмалли приборсем пур: «Лактан 1-4 м». Вăл 4 тĕрлĕ кăтартăва тĕрĕслет: сĕтри çу шайне, сĕт çăралăхне, сомо, шыв хушнипе хушманнине.
Уйăх вĕçĕнче графикпа килĕшÿллĕн пирĕн участокри ветеринари специалисчĕсем ирпе-ирех ялсенче сĕт пуçтаракан вырăнсене, машина сĕте илсе каякан вырăна, çитеççĕ, кашни çыннăн сĕт савăтĕнчен ятарлă хатĕрпе (молокоотборникпа) сĕте илеççĕ. Ăна эпир проба тетпĕр. Çак пробăна ятарлă пробиркăра хутăштараççĕ. Ветучасток условийĕнче органалиптика кăтартăвĕсене тĕпчеççĕ. Органалиптика сĕтĕн тутине, шăршине, тĕсне, айккинчи хутăшсене палăртать. Çав кăтартусем тăрăх эпир сĕт продукцийĕ мĕнле пахалăхлă пулнине çирĕплететпĕр.
Унсăр пуçне выльăхсене учета тăратмалла, профилактика мероприятийĕсем: диагностика тĕпчевĕсем (туберкулезран, бруцеллезран, лейкозран), вакцинаци (çĕпĕр язви, уртаракан чир) тумалла, пукраран сиплемелле, ял хуçалăх предприятийĕсен тĕпчев схеми тата туллирех. Çак анализсемпе ĕне сывă пулни çирĕпленчĕ пулсан сĕт пахалăхĕ те лайăх. Сĕт пахалăхĕ лайăх пулнине (çу шайĕ тивĕçлĕ виçере (3,2 проц.), шыв хушман) анализпа палăртатпăр.
Харпăр хушма хуçалăхăн ветеринари документне (форма № 4) пирĕн участокри ветеринарсем сĕт пуçтармалли вырăн валли хатĕрлеççĕ. Справкăра çак тĕрĕслевсене пурне те палăртаççĕ.
Сĕте шыв хушни палăрчĕ пулсан çавăн хуçине сĕтре мĕн чухлĕ шыв пулнине кăтартса тепĕр хут уведомлени паратпăр. Унăн сĕтне кирек хăш вăхăтра та тĕрĕслеме пултаратпăр.
Ветеринари справкине сĕт пуçтаракан вырăн валли хатĕрлерĕмĕр. Сĕт пуçтаракан машинăпа килет те халăхăн сĕтне цистернăна ярса сĕт тирпейлекен предприятие турттарса каять. Унччен маларах уйăхра пĕр хутчен техника регламенчĕпе килĕшÿллĕн цистернăри сĕте проба илсе республикăри ветлабораторин Канашри уйрăмĕнче микробиологи, физика-хими кăтартăвĕсене тĕпчеççĕ.
Микробиологи тĕпчевĕ — сĕте нумай-нумай кăтартăва тĕпе хурса лабораторире питĕ анлă тĕпчени. Çапла майпа уйăхне икĕ тĕпчев пулса иртет: пĕрре уйрăм çын илсе тухнă сĕте тĕрĕслетпĕр, тепре — цистернăри мĕнпур сĕтĕн пробине илетпĕр.
Сĕт пуçтаракан (молокосборщик) ветлаборатори результачĕсене илет, лаборатори кăтартăвĕсене ветеринари свидетельствинче (форма № 2) çыратпăр, район тулашне илсе тухакансем валли. Кăтартусем пурте ГОСТ нормине тивĕçтереççĕ пулсан цистернăри сĕт таса та пахалăхлă пулни куç кĕрет. Нормăпа пĕр килмесен ветлаборатори çакăн çинчен пире пĕлтерет, Россельхознадзор хăй те эпир ветеринари докуменчĕсене мĕнле хатĕрленине тĕпчет.
Халăх мĕншĕн икĕ хутчен тĕрĕслеççĕ тесе кăмăлсăрланать. Ку икĕ хутчен тĕрĕслени мар, кусем сĕт пахалăхне палăртмалли пач расна икĕ тĕрлĕ тĕрĕслев. Пĕринче уйрăм çын туса илнĕ ĕне сĕчĕн пахалăне тĕрĕслетпĕр, иккĕмĕшĕнче — сĕт пуçтаракан цистернăпа тирпейлекен предприятие илсе каякан сĕтĕнне.
— Михаил Борисович, çынсем сĕте шыв хушнă тĕслĕх-сем халĕ те пур-и?
— 2019 çулта пирĕн ветспециалистсем харпăр хуçалăхран 12025 сĕт пробине илсе тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 32 пробинче кăна çынсем улталанине палăртнă.
Техника регламенчĕпе килĕшÿллĕн 2014 çултан пуçласа «Лактан 1-4 М» приборпа тĕрĕслетпĕр. Унпа тĕрĕслеме пуçличчен сĕте улталаса сутнă тĕслĕхсем çав тери нумайччĕ. Пĕр пробăра 40 процент таранахчĕ. Мĕнле ăнланмалла-ха кăна; Çын 10 литр сĕт панă пулсан, 4 литрĕ — унта хушнă шыв. Халĕ кунашкал тĕслĕхсем сайра тĕл пулаççĕ. Сĕт пахалăхĕ ла-йăхланчĕ.
— Ветеринарире тÿлевлĕ тата тÿлевсĕр пулăшусем пур. Вĕсене уçăмлатăр-ха?
— Эпир кашни уйăхрах сĕтĕн пахалăхне тата ĕнен мастит чирне тĕрĕслетпĕр.
Ветеринари пулăшăвĕсен хăш-пĕр тĕсĕшĕн тÿлемелле тарифсене эпир шутласа кăлармастпăр, вĕсене ятарлă органсем документпа çирĕплетнĕ. Ветеринарин тÿлевсĕр пулăшăвĕсен переченĕ хăйне уйрăм.
Çакна та палăртса хăвармалла, уйăхра пĕрре ĕнене мастит чирĕнчен тĕрĕслетпĕр. Урăхла каласан, сĕте ветеринарипе санитари тĕлĕшĕнчен хаклатпăр. Хаклава мĕн-мĕн кĕрет-ха? Маститран тĕрĕслетпĕр, унăн хакĕ 10 тенкĕ. Тĕрĕслемелли эмелĕ 2 тенкĕ тăрать. Сĕте тĕрĕслесе ăна сутма юрăхлине хак пани — 90 тенкĕ. Çапла вара тĕрĕслев 102 тенке кайса ларать. Танлаштарма: çакнашкал хаклав Тăвай районĕнче 197 тенкĕ, Вăрнар районĕнче 108 тенкĕ, Йĕпреç районĕнче 110 тенкĕ тăрать.
— Калаçушăн пысăк тав сире.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code