Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Юбилей медалĕсем панă

Юбилей медалĕсем панă

Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитет. Çавна май Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2020 çула Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ тесе палăртнă. Юбилей датине халалласа çĕршывра ятарлă медальсем кăларнă, çак наградăна Чăваш Енре 10 пине яхăн çын илĕ.
«Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медалĕсене ветерансемпе тыл ĕçченĕсене пама пуçланă та ĕнтĕ. Çак кунсенче асăннă наградăна Йăлмачча ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕсем тивĕçнĕ. Юбилей медальне Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Аввакумов, ял тăрăхĕн депутачĕ Анжелика Павлова ветерансене килĕсене пырса панă.

Владислав ИВАНОВ
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *