Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Павильонсене дезинфекцилеççĕ

Павильонсене дезинфекцилеççĕ

Коронавирус инфекцийĕ çынсем час-часах тата йышлăн пуçтарăнакан вырăнта уйрăмах хăвăрттăн сарăлать. Çак амак тĕнчипех алхаснă тапхăрта çынсене ятарлă Хушупах ака уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен килте лартма ыйтнă, апла пулин те ĕçе çÿрекенсем çав-çавах пур. Кусем — карантина пăсакансем мар паллах, Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн ятарлă Указĕнче палăртнă уйрăм категорири çынсем.
Вĕсенчен чылайăшĕ ĕç вырăнĕсене уйрăм автомашинăпа мар, обществăлла транспортпа кайса килет. Çавна май ирĕксĕрех чарăну вырăнĕсене тухать. Автобус е маршрутка кĕтекенсен йышĕ ирхине тата каç кÿлĕм самаях пысăкланать. Кун пек чухне чарăну павильонĕсенче санитарипе дезинфекци ĕçĕсене туса ирттерни вырăнлă. «Транспортник» организацин ĕçченĕсем районти кашни ялах çитсе килеççĕ, ятарлă шĕвекпе унти павильонсене шалтан тата тултан пĕрĕхтереççĕ. Çакă сыхлăхăн пĕр енĕ, çынсен харпăр хăй гигиенине те çирĕп пăхăнма ÿркенмелле мар.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *