Вторник, 19 марта, 2024
Главная > Публикации > Спорт объекчĕ тĕпрен çĕнелнĕ

Спорт объекчĕ тĕпрен çĕнелнĕ

Елена тата Геннадий Тимченко йĕркеленĕ «Добрый лед» ыр кăмăллăх фончĕ ача-пăча хоккейне аталанма хушма майсем туса парать. Çак программа пуçласа 2013 çулта старт илнĕ, хальхи вăхăтра федерацин тăватă округĕнче: Çурçĕр Хĕвел анăç, Атăлçи, Инçет Хĕвел тухăç тата Çĕпĕр – вăя кĕрет.
«Добрый лед» çĕршыври кашни ачана хоккей вăййине явăçтарма май парать. Программа Раççейри пĕчĕк хуласемпе тата яллă вырăнсемпе ĕçлет, унти пурлăхпа техника базине пуянлатма тата турнирсем ирттерме пулăшать. Проекта «Спорт тĕпчевĕсен академийĕ» коммерциллĕ мар спорт ассоциацийĕн генеральнăй директорĕ Елена Хомко (Санкт-Петербург хули) ертсе пырать.
Кăçалхи май уйăхĕнче «Добрый лед» проектăн саккăрмĕш конкурсĕн çĕнтерÿçисене палăртнă. Эксперт канашĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, грант пулăшăвне çĕршывăн 14 регионĕнчи 25 проект хушшинче Канаш енри Сухайкасси ялĕнчи тата Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕ çумĕнчи уçă хоккей курупкисем те тивĕçнĕ.
Çакна палăртма кăмăллă: 1,5 миллион тенкĕ грант укçипе усă курса Сухайкассинчи хоккей курупкине туса пĕтернĕ. Бортсене, куракансемпе, спортсменсене лармалли вырăнсене пĕтĕмпех çĕнĕрен тунă. Вăйă пынă вăхăтра шайба лекесрен хăрушсăрлăх щичĕсем вырнаçтармалли тата çанталăк условийĕсене кура (сăмахран, пăр хатĕрлесси) тумалли ĕçсем кăна юлнă. Строительство ĕçĕсене «Фирма «Эконика» ООО пурнăçланă.
Çак кунсенче «Добрый лед» программăн Атăлçи тăрăхĕнчи представителĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» хоккей клубĕн президенчĕ Олег Салтыков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ Александр Петров объектри ĕçсене мĕнле пурнăçланипе вырăна тухса паллашнă. Çанталăк сивĕтсен, ноябрь-декабрь уйăхĕсенче, Сухайкассинчи çĕнĕ хоккей курупки хоккеистсемпе спорта юратакансене савăнăçлă лару-тăрура йышăнĕ.

Ирина АНДРЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code