Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Шартлама хĕл сиввинче те вуншар сехет ĕçленĕ

Шартлама хĕл сиввинче те вуншар сехет ĕçленĕ

Вăтапуç ялĕнче пурăнакан Улька аппа, Ольга Николаевна Герасимова, кăçалхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче 96 çул тултарать. Малтанхи çулсенче вăл салари чиркÿ ирттерекен кĕлĕсене, православи тĕнĕн уявĕсене питĕ хастар хутшăнатчĕ.

     — Çулсем иртнĕ майăн вăй-хал самаях чакрĕ, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен аптрамастăп пулин те ал-ура палăрмаллах хытрĕ, хама итлеми пулчĕ вĕт, _ калаçу çăмхине сÿтетпĕр хисеплĕ Ольга Николаевнăпа. — Нушине те нумай курнă, мĕн ачаран ĕçе кÿлĕннĕ те хам мĕн ĕçлейми пуличченех алран ĕç яман. Ачи-пăчине те пăхса çитĕнтернĕ, колхоз ĕçĕнчен те юлман…
     — Сирĕн ăрури çынсен шăпи çăмăл пулман. Эсир Тăвай тăрăхĕн-чи Элпуç ялĕ патĕнче окоп чавнă çĕре хутшăннă. Кăçал çак ĕçсем пулса иртнĕренпе 80 çул çитрĕ. Ун çинчен хальхи ăру çыннисем кĕнекесемпе хаçат-журнал статйисем тăрăх кăна пĕлеççĕ.
     — Çаплах ĕнтĕ. Окоп чавнă вăхăтра çанталăк шутсăр сивĕ тăчĕ. Тем пек вăйлă ĕçлесен те ал-ура шăнса кÿ-тетчĕ, сăрлатса кăна тăратчĕ…
     — Манăн анне те, Александра Никитична Никитина, кукаçи Иван Александрович Александров Элпуç ялĕ çывăхĕнче окоп чавнă çĕре хастар хутшăннă. Анне каласа панисем те асрах. Анне ун чухне 27 çулта, эсир — 16 çулти хĕр кăна пулнă вĕт-ха.
     — Ара çав, 16 çулта çеç пулнă. Эпир хамăр ялти Свергунина Анна герасимовна, Лукина Клавдия Михайловна, Вожакова Матрена Степановна ялан пĕрле пулнă. Окопа 40 градус шартлама сивĕре кунсерен 10-шар сехет шăн çĕре лумпа таккаса чаваттăмăр. Тăприне кĕреçепе ывăтаттăмăр. Вырăн-вырăнпа салтаксене бомба-снарядран пытанмалли çĕр пÿртсем те алтнă. Çак ĕçре пирĕн тăрăхри Кайăкялти Степанов Павел Степанович, хамăр ялти Свергунин Семен, Нюра Тухвина, Ольга Павловна Степанова тата ыттисем те питĕ тăрăшнă. Арçынсем лашасемпе вăрмантан пĕренесем турттарса тăнă. Йăлтах алă вĕççĕн пурнăçланă. Çул çитнĕ яшсем фронта кайса пынă.
     Ольга Николаевна çурхи тата кĕрхи хĕрÿ ĕçсем вăхăтĕн-че уй-хирте тăрăшса ĕçлекен çынсем валли вăрçă çăкăрĕ-пе техĕмлĕ апат-çимĕç пĕçерсе уя васканă. 1945 çулччен Мами, Йĕпреç тăрăхĕсенчи вăрмансенче йывăç каснă, вутă-шанкă, çурт-йĕр валли пĕренесем хатĕрлес ĕçре икĕ Клавăпа ĕçлени уйрăмах асне кĕрсе юлнă, вĕсем — Клавдия Лукина тата Клавдия Никифорова.
     Вăрçă хыççăнхи çулсенче Ольга Николаевна Канаш хулинчи Халăх судĕн-чи, ун хыççăн Перекет банкĕнчи пÿлĕмсене тасатса тăнă.
     1951 çулта Герасимовсем — Александр Герасимовичпа Ольга Николаевна туслă, çирĕп çемье çавăрнă. Вăрçă тата ĕç ветеранĕ Александр Герасимович (1926-1995) çичĕ çул Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ. Орденсемпе медальсем илме тивĕçлĕ пулнă ветеран хăйĕн ĕç ĕмĕрне сутуçăра ирттернĕ, малтан — ял лавккинче, кайран — районти экспедиторта, тивĕçлĕ канăва кайичченхи çулсенче пушар хуралĕнче тăрăшнă. Вĕсем 5 ача пăхса çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Шел те, ывăлĕсем Николай, Владимир, Сергей вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Вĕсем хыççăн çут тĕнчене килнĕ Людмилăпа Геннадий — амăшĕн тĕрекĕсем. Гена та пиччĕшĕсем пекех шофер ĕçне килĕштерет.
     Ольга Николаевнăн 17 мăнукĕпе 10 кĕçĕн мăнукĕ — пурнăç илемĕ.
     — Юлашкинчен сана пил парам-ха,_ терĕ Улька аппа._ Тавах сана мана манманшăн, тавах уявсенче килсе мана чечек çыххисемпе, открыткăсемпе саламланăшăн. Манăн кашни юбилея килсе мана савăнтарнăшăн, санăн пĕр чирлемесĕр нумай пурăнса çакăн пек ялан халăхшăн тăрăшмалла пултăр. Çÿлти Турă пулăшса пытăр, сар хĕвелĕ ăшăтса, çĕр аннемĕр хăйĕн вăйне парса тăтăр. Пил сана!
     — Тавах, Ольга Николаевна! Эсир чунпа халĕ те çамрăк!
     — Тата эсĕ вулавăшра ĕçленĕ май çакна каласа хăварам: эпĕ тивĕçлĕ канăва тухсан пĕрремĕш пенси укçипе туяннă мĕнпур турă кĕнеки хушшинче псалтир, библи, евангели тата ытти кĕнекесем. Вĕсем маншăн — кашни кун вуламалли кĕнекесем, чун çимĕçĕсем, ăс-тăна çивĕчлетекен, пурнăçа юратма вĕрентекен кĕнекесем.

Юрий НИКИТИН,
общество корреспонденчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code