Главная > Публикации > Вăрçăпа тыл паттăрĕсене асра тытатпăр

Вăрçăпа тыл паттăрĕсене асра тытатпăр

  • Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи тата Хусанпа Сăр хÿтĕлев чиккисене тунă тылри халăхăн паттăрлăхне халалласа Çĕнĕ Шелттемри Е. Анисимов ячĕллĕ шкулта «Вăрçăпа тыл ĕç паттăрĕсене чыс та мухтав» ятпа 3-9-мĕш классенче вĕренекенсемпе театрализациленĕ композици иртрĕ.

     Тĕллевĕсем: вăрçă хирĕнче, тылра çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă ентешсен паттăрлăхне чысласси, ачасен патриот туйăмне аталантарасси, вăрçă çинчен çырнă хайлавсемпе паллаштарасси.
     Тĕлпулу В. Давыдов-Анатри çырнă «Çĕр-планета чĕнет» сăвăпа пуçланчĕ. Надежда Сергеевăпа Светлана Ендерова вĕрентекенсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне, тăван халăх фронтра та, тылра та Çĕнтерĕве çывхартас енĕпе паттăррăн кĕрешни, ĕçлени çинчен каласа пачĕç. «Тăван çĕршыв хăрушлăхра!», «Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех çĕнтерÿ валли!», «Пĕтĕм вăя тăшмана аркатма!» — вăл вăхăтра çак лозунгсен пĕлтерĕшĕ çав тери хăватлă пулнине палăртрĕç.
     Тăшман Мускав патне хăвăрт çывхарса пынă май Сăр тата Хусан хÿтĕлев стратеги чиккисене тăвас ĕç пуçланнă. Çĕнĕ Шелттем ял библиотекин ертÿçи Таисия Иванова куракансене электронлă презентаципе усă курса Шелттем ял тăрăхĕнче паянхи кун пурăнакан виçĕ тыл ветеранĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ, вĕсем Петрова К.С., Авдеева М.Я., Васильева Н.Д. Вăрçă вăхăтĕнче 17-19 çулти çамрăксем Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă, вăрман каснă çĕрте вăй хунă. Мероприяти вăхăтĕн-че шкул ачисем, Шелттем ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем вăрçă çинчен сăвăсем вуларĕç, «Вăрçа ăсатни», «Çыру çырни» сценкăсем кăтартрĕç, асаилÿсемпе паллаштарчĕç, Тăван çĕршыва тăшманран хÿтĕленĕ паттăрсене пĕр минут шăп тăрса асăнчĕç. Юлашкинчен «2021 – Год, посвященный трудовому подвигу строителей Сурского и Казанского оборонительных рубежей» кĕнеке куравĕпе паллашрĕç, «Курăнман фронт» кинофильмăн сыпăкĕсене хумханса пăхрĕç ачасем. Ăшă тĕлпулу Аркадий Лукин çырнă сăвă йĕркисене вуланипе вĕçленчĕ:

Хуркайăксем, картан-картан
Хулен-хуллен эсир иртетĕр.
Ĕшеннĕ-мĕн çунатăрсем.
Чуна татса çÿлте йĕретĕр
Эсир, мăнтарăн тăрнасем!

Пуçа тайса çапла калатпăр:
— Вилсе – вилĕме парăнтарнă
Пире ыр пуласлăх сунса.

Таисия ИВАНОВА,
Çĕнĕ Шелттем ял библиотекарĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *