Пятница, 26 апреля, 2024
Главная > Публикации > Агротуризм индустрийĕ кал-кал ĕçлесе кайсан бюджета хушма укçа кĕрес шанăç пур

Агротуризм индустрийĕ кал-кал ĕçлесе кайсан бюджета хушма укçа кĕрес шанăç пур

Агротуризм ăнлав Канаш еншĕн хальлĕхе чăнласах та çĕнĕлĕх. Çемьепе, туслă йышпа е класпа пуçтарăнса курма каймалли ятарлă вырăн пирĕн тăрăхра çукпа пĕрех. Çынсен çакнашкал чун киленĕçĕ патне çитсе килес туртăмĕ вара чăнласах та пысăк.


     Çакна ăнлантарса пама çăмăл. Мĕншĕн тесен хулара пурăнакансем илемлĕ çут çанталăкшăн, экологи тĕлĕшĕнчен таса тата паха апат-çимĕçшĕн тунсăхласа çитнĕ. Чылайăшĕ хăйсем те ялтан тухнă çынсем-çке. Асатте-асанне пурăннă вырăн епле асран кайтăр, унта пĕчĕк чухне çара уран чупнă, çăлран тăрă та сиплĕ шыв ĕçнĕ, шăпчăк сассипе шурăмпуç кĕтсе илнĕ тата ытти те.
     Çынсен çакнашкал чун туртăмĕ пуррине шута илсе тĕнчере агротуризм индустрине йĕркелесе яма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Практикăран çакă паллă: фермерсем, ялта пурăнакан хресченсем хула çыннисене хăйсем патĕнче йышăнаççĕ, кил-çуртĕнче кантараççĕ, хăйсем туса илнĕ апат-çимĕçпе сăйлаççĕ, выльăх-чĕрлĕхе пăхма ирĕк параççĕ, мастер-классемпе тĕлĕнтереççĕ тата ытти те.

     Паян хамăр районти агротуризм аталанăвĕ çинче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕпе Сергей Михайловпа калаçатпăр.

     — Сергей Николаевич, эсир района тăтăшах тухса çÿретĕр, ялсенче кану вырăнĕсем çук мар, вĕсен никĕсĕсем çинче агротуризм базисене йĕркелесе яма май килет пек-и?

     — Ман шутпа, ку пурнăçа кĕме пултаракан чăнлăх. Кун пек чухне ял туризмне йĕркелесе ăна малалла аталантарса пыма пултаракан çын çеç кирлĕ. Туристсем йышлăн килме тытăнсан, çак вырăн çинчен кашни пĕлсе çитсен, ял канăвĕн йĕркелÿçин малашлăх интересĕ кăна мар, ÿссе аталанас шанăçĕ те пулĕ. Ара, ку пулăм укçа-тенкĕпе тÿрремĕнех çыхăнни вăрттăнлăх мар вĕт. Хуралтăсем хăпартма, кил картишне ятарлă экспонатсемпе пуянлатма, тĕлĕнтермĕш çимĕç акса-туса илме, хăнасене тутлă апат-çимĕçпе сăйлама тата экскурсисем йĕркелеме нухрат кирлех. Вăл çак индустрирен кĕрсе пыма пуçласан лав вырăнтан тапранасси, паллах, иккĕленÿллĕ мар.

     — Паянхи куна илсен, пирĕн районта ăçта тата мĕн интересли кайса курма пулать?

     — Чи малтанах «Фазенда» кану базине палăртса хăварас килет. Вăл Сухайкасси ялĕнче вырнаçнă. Унта шăпах уçă тÿпе айĕнчи музей та пур. Çак музей хăнасене чăваш халăх историйĕпе паллаштарать. Ун витĕмĕнче: кил-тĕрĕшри тата çĕр ĕç хатĕрĕсем, ут таврашĕ — йĕнерчĕкрен пуçласа çуна-урапа таранах, çил арманĕн кÿлеписем… Ĕлĕкхи тата хальхи пурнăçа сăнлакан хатĕрсене питĕ меллĕ вырнаçтарса тухнă. Таврипех тĕлĕнмелле илем, çулла пур çĕрте те чечек куçа тыткăнлать. Чи пахи — кану бази территорийĕнчех хуларан килекенсем выльăх- чĕрлĕхе пĕлччĕр тесе, хамăр патра хатĕрлекен экологи тĕлĕшĕнчен паха апат-çимĕçе тутанччăр тесе сурăхсем, чăхсем, хур-кăвакал, вьетнам сыснисем усрани. Хулара тĕпленнисем ял пурнăçне ан манччăр, унпа кăсăкланччăр тесе ырми-канми тăрăшаççĕ «Фазендăра».

     Маяк ялĕнче «У лукоморья» кану вырăнĕ пур. Унта та халăх йышлă çÿренине илтнĕ эпĕ. Сиккассипе Маяк хушшинчи илемлĕ вырăнта Александр Пушкин поэтăн сăввисенчи юмах тĕнчине лекнĕнех туятăн хăвна. Шывран пăхаттирсем утса тухаççĕ, ылтăн пулли кÿлĕ варринчен хăй патне кăчăк туртать. Шыв хĕрринчи ĕмĕрхи юман çинче ăсчах кушакпа вутăш хĕрĕ та асăрхама пулать. Инçех те мар карчăк старикки пулăран таврăнасса çурăк валашка умĕнче кĕтсе ларать. Çывăхра утар, кÿлли тĕрлĕ пулăпа пуян…
     Çавăн пекех хăйсен кил-хуçалăхĕнче экзотика чĕр чун тытакан та сахал мар пирĕн районта. Вĕсен картишĕсенче страус та, павлин та, тĕрлĕ ăратлă чăх-кăвакала та курма пулать. Канаш енре пăлан тытакансем те пур. Агротуризм тени — туристсене çакнашкал чĕр чунпа тата кайăк-кĕшĕкпе тĕлĕнтерни кăна мар паллах. Кунта кăнтăр енчи çимĕçсене хамăр тăрăхрах туса илекен фермерсене те асăнса хăвармалла. Вырăнти мичуринсем çĕнĕ сорт-сем кăлараççĕ, иçĕм çырли, абрикос, черешня тата ытти нумай-нумай çимĕç çитĕнтереççĕ, туристсене хăйсен вăрттăнлăхĕсемпе тыткăнлама, çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланма пултараççĕ.
     Сăмах май, Артем, сирĕн хăвăрăн та Яманкасси ялĕнче илемлĕ утар пуррине илтнĕ. Унта хурт-хăмăр ĕрчетнипе пĕрлех эсир чăваш халăхĕн тавра пĕлÿ музейне йĕркеленине, тĕрлĕрен пахча çимĕç туса илнине те пĕлетĕп. Хăнасене хăтлă беседкăсем тата пураран лартнă илемлĕ утарçă пÿрчĕ кĕтсе илесси те вăрттăнлăх мар. Шăпах çут çанталăкра, ял-хула айккинче вырнаçнă илемлĕ вырăнсенче агротуризм аталанăвĕн никĕс-не куратăп та эпĕ. Сирĕн Яманкасси ялĕнчи «У Темы» кану вырăнне те кĕçех çывăхри ялсенче пурăнакансем кăна мар, район çыннисем те пĕлессе шанса тăратăп.
     — Тавах, ырă сăмахăршăн, Сергей Николаевич. «У Темы» кану вырăнĕ çинчен эпĕ çу уйăхĕнчи кăларăмра вулакансене паллаштарма палăртатăп. Ун чухне хĕллехи ыйхăран «вăранакан» утар еплерех экспонатсен илемĕпе витĕннине фоторепортаж мелĕпе сăнарлăп. Темиçе хутчен илтиччен пĕрре хăвăн куçупа курса ĕненнине мĕн çиттĕр, _ тесе халăхра та ахальтен каламан-тăр.

     — Тĕрĕс шухăш.

     — Шухăша малалла аталантарнă май ял туризмĕ пирĕн района мĕнле ырă витĕм кÿме пултарнине те сÿтсе явар-ха.

     — Агротуризм пирĕн районшăн çĕнĕлĕх пулнине çÿлерех асăнса хăвартăмăр ĕнтĕ. Туризм индустрийĕ укçапа çыхăнни те вăрттăнлăх мар. Турист пирĕн пата пушă алăпа килмĕ, енчĕкĕнчи нухратне кунта хăварма пултарĕ. Анчах та эпир курма килекенĕн кăмăлне тивĕçтерме пултарсассăн кăна! Çавăнпа та сервис тата сĕнме пултаракан продукт çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Калăпăр, турист хавхалану туйăмĕпе килнĕ, анчах та кăмăлĕ хуçăлнипе кунта пĕр кунтан мала тытăнса тăман. Кун пек чухне вăл ыттисене те çак шухăшах калĕ. Япăх хак панине пула туристсем килсе куричченех палăртнă вырăнтан писме пултарĕç. Çавăнпа та виçĕ кунлăха курма килнĕ çын эрнене е вунă кунлăха юлтăр тесессĕн хытă тăрăшмалла, тутлă апат-çимĕç, савăнăçлă меропрятисен программине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Пирĕн патăмăртан хăй тĕпленсе пурăнакан вырăна тулли кăмăлпа таврăннă çын ыттисене те «хĕртсе» яма пултартăр. Кун пек чухне чăн та ăнăçлăх çул-йĕрĕ такăр пулма пултарĕ.

     Агротуризм индустрийĕ кал-кал ĕçлесе кайсан район бюджетне хушма укçа-тенкĕ кĕрес шанăç та пур. Ку вара пирĕн ялсенчи такăр çулсем, юсав хыççăн çĕнелнĕ шкулсемпе ача сачĕсем пулма пултарĕç. Çавăнпа та ял туризмĕ енĕпе шутламалли тата ĕçлемелли пурах.

     — Тавах, Сергей Николаевич, çитес кăларăмсенче çак шухăш патне пĕрре мар таврăнăпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *