Суббота, 28 мая, 2022
Главная > Публикации > Çур аки кунран-кун вăй илсе пырать

Çур аки кунран-кун вăй илсе пырать

Çанталăк кăмăлĕ вылянчăк пулин те районти çĕр ĕçченĕсем хĕвеллĕ те уяр кунсене «вăрла-вăрла» удобрени хывмалли, сÿремелли, культивацилемелли тата акмалли лаптăксене ÿстерсех пыраççĕ. Вĕсем мĕнле ĕçленине çур аки тĕлне йĕркеленĕ ятарлă комисси тăтăшах вырăна тухса тĕрĕслесе тăрать.

     Нумаях пулмасть район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата районăн тĕп агрономĕ Валерий Долгов «КанашАгро» хуçалăх усă куракан çĕрсем çинче пулчĕç. Асăннă агрофирма механизаторĕсем Шаккăл ял тăрăхĕнчи уйра кĕрхисене (КАС-34) минераллă шĕвек удобренипе апатлантаратчĕç. Çак тĕллевпе вĕсем ОН-24 агрегатпа усă кураççĕ.
     Кăшнаруй ял тăрăхĕнчи уйра вĕсемех кĕркунне çĕклесе хăварнă çĕртме сухине удобрени хывса микроэлементсемпе пуянлатаççĕ. Унтан «К-700» трактор «КСУ-24» агрегатпа кăпкалатса удобрение çĕре варать. Çакнашкал мелпе хатĕрленĕ ана çинче урпа çитĕнĕ, ăна ятарлă комплекспа акса хăварĕç.
     Кăшнаруй ял тăрăхĕнчи çĕрсем çинче «ВДС» тулли мар яваплă пĕрлĕх те ĕçлет. Вĕсем çурхисене ятарлă комплекспа акаççĕ.
     Районти хуçалăхсем тĕш тырă анисене ÿстерсе пынипе пĕрлех пĕр çул ÿсекен курăк та акаççĕ. «Хучель» пĕрлĕхре, сăмахран, выльăх апачĕ валли викăпа сĕлле 40 гектар акнă.
     Оперативлă кăтартусем тăрăх, районта хальхи вăхăт тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1094 гектар çинче акса хăварнă, вăл шут-ран çурхи тулă — 250 гектар, урпа — 704 гектар, сĕлĕ 120 гектар, çурхи вика 20 гектар йышăнаççĕ. Кĕрхи культурăсене апатлантарас ĕç те малалла пырать, хуçалăхсем çавăн пекех удобрение нумай çул ÿсекен курăксен анисем çине те хываççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code