Суббота, 28 мая, 2022
Главная > Публикации > Арина тĕп роле вылянă

Арина тĕп роле вылянă

Раççейре «Шкулти киноуроксем» проект ĕçлет. Илемлĕ фильм ÿкернĕ çĕре çитĕннисемпе пĕрле шкул ачисем те хутшăнаççĕ. Сюжечĕсем — пурнăçран илнĕ историсем. Чăвашра ÿкернĕ картина сентябрьте экран çине тухмалла. «Виçĕ хĕвел» кинолентăри тĕп сăнарсене Пайкилт вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Ариадна Кротова тата Шупашкарти пĕр шкулта пĕлÿ илекен Всеволод Ларин вылянă.

     Аринăпа унăн амăшĕ Татьяна Алексеева каласа панă тăрăх, сюжетсене вĕсен тăван ялĕнче Çĕнĕ Мамире ÿкернĕ. Сценари тăрăх, хула ачине ашшĕпе амăшĕ çĕнĕлле воспитани илме вĕсен ялне килсе янă. Ариадна картинăра Малинка ятлă, унпа пĕрле вĕсен килĕнчи пурте юратакан Мила ĕне те хутшăннă. «Пысăк актриса»,- тенĕ выльăх пирки операторсем. Ĕне хăйĕнчен мĕн кĕтнине ăнланнă евĕр шăтăка та аннă, çул çине те чупса тухнă, кирлĕ вăхăтра ÿкнĕ те. Çапах та кино ÿкерекенсене вунă çулти Арина мĕнле выляни тыткăнланă. «Хĕрача мар, вут-çулăм!» — хăй тĕлĕннине пытарман Елена Дубровская режиссер.
Арина — талантлă та питĕ хăюллă хĕрача. Малтан вăл кастинга хутшăнма шутланă, кайран пĕр хăрамасăрах кинора ÿкерĕннĕ. Чи кирли — вăраха тăсăлакан кинопроба вăхăтĕнче тÿсĕмлĕ пулнă.
     — Манăн питĕ кинора ÿкерĕнес килчĕ, — тет хĕрача.- Кино ÿкернĕ вăхăтра чи пĕлтерĕшли — никам пек те мар, хăв пек пулмалла, чунна уçмалла. Кĕтмен çĕртен йĕрсе яма пĕлмелле, çакă чи йывăрри-тĕр. Манăн вара вĕçех ăнăçлă пулса тухрĕ!
     Ариадна темиçе çул ĕнтĕ шкулти хора çÿрет, сцена çине тухма юратать, хăйĕн пуласлăхне юрăпа е кинопа çыхăнтарасшăн. Маттур хĕрачан амăшĕ чун тĕпренчĕкĕн пулас çитĕнĕвĕсем пирки пĕрре те иккĕленмест:
     — Пурнăçри кирек мĕнле лару-тăрура та Аринăна: «Эсĕ пултаратăн!» — тетĕп. Эпĕ хавхалантарни ăна йывăрлăхсене çĕнтерме, çĕнĕлĕхсене алла илме пулăшать.
     Çак истори çитĕннисемсĕр пулмастчĕ паллах. Проекта шутласа кăларакансем, ăна пурнăçа кĕртекенсем… Чăваш Енре Санкт-Петербургран килнĕ ÿкерÿ ушкăнĕ ĕçленĕ. Ачасене учительсем, ашшĕ-амăшĕ пулăшса пыни çав тери паха. Ÿкерÿ кунĕпех пынă. Унта илнĕ савăнăç, хавхалану — вĕçсĕр-хĕрсĕр! «Виçĕ хĕвел» фильм премьерине пĕтĕм республика кĕтет. Уйрăмах Пайкилт тăрăхĕнчи çынсем, Арина Кротован тăванĕсем, кÿршисем, пĕрле вĕренекенсем, учителĕсем.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code