Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Паттăр ячĕпе ял урамне хисеплеме ĕмĕтленеççĕ

Паттăр ячĕпе ял урамне хисеплеме ĕмĕтленеççĕ

1941 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнче легендарлă «Катюша», реактивлă снарядсемпе перекен минометсен батареи, хăйĕн пĕрремĕш залпĕсене тунă. Унтанпа кăçал шăпах 80 çул çитрĕ. Белоруссири Оршара 8 çеккунта тăсăлакан залпсем чукун çул станцине вут-çулăм хыптарнă, эшелонсем шатăртатса çунма пуçланă. Взрыв çав тери вăйлă пулнă, пăравуссемпе танксем тетте евĕр çаврăна-çаврăна ÿкнĕ. Залп панă батарея тытăмĕнче чăвашсем те пулнă. Вĕсенчен пĕри — Сител ялĕнче çуралнă Дмитрий Матвеев. Çакăн çинчен районти культура тытăмĕнче нумай çул ĕçленĕ Виталий Дмитриев каласа пачĕ.

     — Пуçласа залп панă реактивлă минометсен секретлă батарейине Иван Андреевич Флеров капитан ертсе пынă. Çак батарейăна йĕркелеме салтаксене хăй суйласа илнĕ, мĕншĕн тесен унта çав тери шанчăклă, шутсăр асăрханса ĕçлеме пултаракан çынсем кирлĕ пулнă. Батарея Чулхуларан тин кăна илсе килнĕ пин-пин çынран тăракан составран йĕркеленнĕ, унта чăвашсем те пулнă. Вăл шутра Хĕрлĕ Чутайран Плисов, Захаров, Коннов, Канаш районĕнчен Матвеев тата Михайлов, вĕсем Флеров батарейине кĕме тивĕçнĕ. Каласа хăвармалла, пиллĕкĕшĕ те вăрçăран таврăннă.
     Матвеевăн реактивлă снарядсене электричество вăйĕпе çыхăнтарса тивертекен схемăсем тă- вакан питĕ яваплă должность пулнă. Флеровецсем тăшмана çĕнтерес тесе питĕ пысăк ĕç тунине каласа хăвармалла.
     Нимĕçсем «Катюша» залпĕсем хыççăн икĕ-виçĕ кун тăна кĕреймен. Апла пулин те пирĕн çарсем каяллах чакса пынă. Смоленск облаçĕнчи Богатырь ялĕ патĕнче Флеров батарейине тăшмансем çавăрса илнĕ. Хăрушлăх çывхарсан, секретлă хĕç-пăшал фашистсен аллине ан лектĕр тесе, йывăр аманнă Флеров хăй пĕрремĕш «Катюша» кабинине ларса системăна ним юлмиччен тĕп тăвакан хĕрлĕ кнопкăна пусса сирпĕтсе янă, хăй те пуçне хунă.
     Халăх çак паттăрла ĕç çинчен Николай Афанасьев полковник, журналист, «Подвиг первых ракетчиков» кĕнекере çырса кăларсан çеç пĕлет. Дмитрий Матвеевич хăй çырнă «Помнит сердце суровую осень» кĕнекере те асăнса хăварнă, — ăнлантарать Виталий Иванович. Сăмах май, вăлах Сител ялĕнче паллă ентеш ячĕпе пĕрремĕш ракетчиксене асăнса палăк уçассишĕн нумай тăрăшнă. Ăна çак пуçарăвăн авторĕ тесен те йăнăш пулмасть. Вăл пуçарнипе тата Раççей Геройĕ Николай Гаврилов пулăшнипе кунта 2017 çулта «Катюшăсен» мăнукне, «Град-1» залп çулăмĕн реактивлă системине, пьедестал çине вырнаçтарнă.
     Виталий Дмитриевпа эпир çак палăк патне çитсе куртăмăр. Астăватăп, ăна уçнă чухне районта тĕлĕнмелле пысăк уяв пулнăччĕ. Пирĕн патне тем тĕрлĕ чаплă хăна та килнĕччĕ, делегацисем асăну скверĕнче йывăçсем лартса хăварнăччĕ. Туясемпе сиреньсем пурте чĕрĕлнĕ, ешерсе лараççĕ. Шел пулин те, машина кивелни курăнать, краски вырăн-вырăнпа хăпăннă, куç кĕскисене те ватса пĕ- тернĕ. Кабинăра кантăк ванчăкĕсем, хут таткисем выртаççĕ. Алăкĕсем питĕрĕнмен пирки кунта çынсем кĕрсе ларкалаççĕ пулмалла. Скверĕнче таса, анчах та Матвеевпа Михайлов çинчен калакан асăну хăми кирлĕ пек туйăнать. Çамрăксен çакнашкал чаплă ентешсем çинчен пĕлмеллех.
     Эпир Виталий Ивановичпа малалла Дмитрий Матвеев пурăннă кил тĕлне кайрăмăр. Пÿрт çинче асăну хăми – портречĕ, «Катюша» ÿкерчĕкĕ, кĕске информаци. Хуçалăха халĕ Дмитрий Матвеевичăн хĕрĕ çемйипе тирпейлĕхре тытса тăрать. Пирĕнпе Елена Дмитриевна тата Николай Аркадьевич Зефировсем хаваспах калаçрĕç.
     — Пирĕн атте 1941 çулта вăрçа тухса кайнă, унтан Çĕнтерÿпе таврăннă. Вăл вăрçă çинчен ытлашши каласа пама юратмастчĕ, апла пулин те пире пĕррехинче ачасемпе пĕрле çапăçу пулнă вырăнсене илсе кайрĕ, йăлт кăтартса çÿрерĕ, пулни-иртнине аса илчĕ. Орша патĕнче палăк тăрать, унта пултăмăр. Богатырь ялне кĕрсе тухрăмăр. Унта вара вăл куççульне тытса чараймарĕ. Пирĕн республикăна Иван Флеровăн ывăлĕ Юрий килсе курнă, вăл аттепе те тĕл пулнă. Атте Иван Андреевича питĕ ырлатчĕ, вăл чаплă çын пулнине калатчĕ. Вăл 1999 çулта вилнĕ, эпир унăн ятне асра тытатпăр, — тет хĕрарăм.
     Дмитрий Матвеевич хуньăшне Николай Аркадьевича ырăпа асăнать, вăл çамрăксене патриотла воспитани парассишĕн питĕ тăрăшнине палăртать:
     — Вăл яланах шкула çÿретчĕ, çамрăксене тăван çĕршыва юратмаллине, хакламалли çинчен ăнлантаратчĕ. Ачасене Оршăра палăк уçнине сăнарлакан кинона кăтартатчĕ. Эпир унпа мухтанатпăр, нихăçан та манмастпăр.
     Матвеевăн ачисемпе мăнукĕсен пĕр ĕмĕт пур, вĕсем ял урамне ашшĕ ятне памалла тесе шутлаççĕ.
     — Ку — тĕрĕс шухăш, Дмирий Матвеевич çак чыса чăнахах-та тивĕç. Вăл вăрçăри çулне сержант званипе пуçланă, кайран ăна батарейăн электрикне, унтан батарея командирне лартнă. Вăл Берлина та çитнĕ. Киле вара 1947 çулта гвардин аслă лейтенанчĕ званипе тата тăватă пысăк наградăпа – Хĕрлĕ çăлтăрăн икĕ орденĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I-мĕш тата II – мĕш степенлĕ орденсемпе, нумай медальпе таврăннă.
Кайран ăна мирлĕ ĕçшĕн тăрăшнипе, Хисеп паллин орденĕпе те чысланă. Эпир çакăн пек çынсен кун-çул историйĕне упраса хăварсан, вĕсемпе ÿс-се пыракан ăрусене паллаштарса тăрсан, тăван çĕршывшăн питĕ пархатарлă ĕç тунă пулăттăмăр, — тесе сыв пуллашрăмăр Виталий Ивановичпа. Çак шухăш-тĕллев пурнăçа кĕрессе шансах тăратпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *