Пятница, 26 апреля, 2024
Главная > Публикации > Садик вĕр-çĕнĕ те капăр

Садик вĕр-çĕнĕ те капăр

1991 çулта Вăтапуç ялĕнче 95 ача вырнаçмалăх икĕ хутлă капмар садик хута кайнă. Эх, мĕнлерех савăннă пулĕ ун чухне ял çыннисем хăйсен пепкисем валли çакăн пек пысăк ача сачĕ туса панăшăн. Миçе ăрăва шкулчченхи пуçламăш пĕлÿ парса парта хушшине лартман-ши çак вĕренÿ учрежденийĕ; Шел те, вăхăт иртнĕçемĕн çурт та кивелсе пынă, хăйне тĕплĕ юсав кирли çинчен «асăрхаттарма» пуçланă. Вăтăр çул сахалах мар вĕт.

     2020 çулта «Вĕрентĕве аталантарасси» патшалăх программипе тĕплĕ юсавăн пĕрремĕш тапхăрĕ пулнă, кăçал — иккĕмĕш тапхăрти юсава пурнăçланă. Мĕн тунă-ха; Çурт тăррине, ăшă, çутă, шыв, канализаци, пушар сигнализацийĕн системисене, сантехникăна, урайне пĕтĕмпех çĕнĕрен тунă. Мачча-стенана якатса сăрланă, çурт фасадне хальхи вăхăтри строительство материалĕпе илемлетнĕ.
     Халĕ садик таврашне тирпей-илем кĕртмелли юлнă, унăн проекчĕ хатĕр. Çывăх вăхăтра ку ĕç те пурнăçа кĕресси куç кĕрет.
     Юсав ĕçĕсене пурнăçланă «Стройсантех» ООО ертÿçи Михаил Николаев садик заведующине Любовь Григорьевăна символла уççи пачĕ.
     Çĕнелнĕ çурт шăпăрлансене çĕнĕрен йышăнма пуçланă ятпа ашшĕ-амăшне, педагогсене, ял çыннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов, Чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай, вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Иванова, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Федоров саламларĕç. Садика çÿрекенсен йышĕ хушăнса пырасса шаннине палăртрĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *