Воскресенье, 21 июля, 2024
Главная > Публикации > Шăхасансем çурма финалта ăмăртнă

Шăхасансем çурма финалта ăмăртнă

«Большая перемена» — пурнăç çине çĕнĕлле пăхма тата тĕнчене улăштарма хатĕррисен конкурсĕ. Кунта хаклав паллисем мар, çĕнĕлле шутлама пултарни тĕп вырăн йышăнать. Конкурс 2020 çулта старт илнĕ. Унта ачасем хăйсене интереслентерекен енсемпе: журналистика, спорт, экологи, пултарулăх, патриотлăх тата ытти енпе аталанма пултараççĕ.
Шăхасан вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Никита Васильев, Юлия Кириллова тата Екатерина Спиридонова «Большая перемена» конкурсăн Хусан хулинче иртнĕ çурма финалне хутшăннă.
Ачасем тăватă кун хушши экологи кейсĕн задачисене шутланă, тренингсене хутшăннă, тĕрлĕ сферăри паллă çынсемпе тĕл пулнă, Атăлçи федераци округĕнчи нумай-нумай шкул ачипе паллашнă.
Çурма финал кăтартăвĕсем тăрăх 8-11-мĕш классенче пĕлÿ илекен чи ăслă та пултăруллă 1,2 пин ача ноябрь уйăхĕнче Артекра иртекен финала кайса мала тухассишĕн тупăшĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *