Четверг, 27 января, 2022
Главная > Публикации > Вăл вуннăрах ĕне сума вĕреннĕ

Вăл вуннăрах ĕне сума вĕреннĕ

— Мана Надя тесе чĕнеççĕ, Вăтапуçне эпĕ Асхваран 1979 çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче качча килнĕ, — терĕ мана «Гвардеец» колхоз ферминче чылай çул дояркăра ĕçленĕ Надежда Николаева паллашнă май алă парса.
Эсир Асхваран иккен? Апла тăк, «Мотор» колхоз дояркине, Социализмла Ĕç Геройне Валентина Дмитриевна Дмитриевăна пĕлнĕ пулĕ?
— Ара, хамăрăн инкене, пиччен арăмне, епле пĕлес мар-ха? Ĕне сума та эпĕ ун патĕнче фермăра вĕреннĕ.
— Асхва хĕрĕ Вăтапуç каччипе еплерех паллашнă тата?
— Эпĕ Вăтапуç хĕрĕпе Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрикинче ĕçлеттĕм, пĕррехинче хăйсен ялне хăнана илсе килчĕ те хăйĕн каччин пиччĕшĕпе, Николаев Коляпа, паллаштарчĕ. Çапла çемье çавăртăмăр. Тăватă ача çуратса ÿстертĕмĕр. Асли, Коля, 41-ре, 22-мĕш училищĕре строителе вĕренчĕ те хăйĕн профессийĕпех ĕçлет. Халĕ Уфара, вахтăра. Иккĕмĕшĕ хĕрача, вăл 10 класс пĕтернĕ тĕле пурнăç йывăрланчĕ, вара Мускава ĕçлеме кайрĕ. Икĕ ача унăн. Хĕрĕ, асли, спортпа туслăччĕ те, вĕренме те çав енĕпех вĕренчĕ. Халĕ Мускавра ĕçлесе пурăнать. Кĕçĕн мăнук Вăтапуçĕнче 6-мĕш класра вĕренет.
Виççĕмĕш ачи те хĕр, Раиса ятлă. Хамăр кÿршех качча тухрĕ. Эпĕ ун хунямăшĕпе, Григорьева Галинăпа, колхоз ферминче пĕрле ĕне сунă. Халĕ тăхлачăллă пултăмăр. Виçĕ мăнук чуна савăнтарать. Рая ача садĕнче ĕçлетчĕ, халĕ виççĕмĕш ачипе декрет- ра ларать.
Кĕçĕнни ывăл, авланнă, Мускавра хваттер илчĕç те, унта пурăнаççĕ. Хальлĕхе ача çук-ха вĕсен. Ывăл метро тунă çĕрте монтажникра ĕçлет. Кин Тăвай чăвашĕ, Шупашкарта тренера вĕренсе тухрĕ те Мус- кавра тренерта вăй хурать.
— Мускавсем Вăтапуçне, амăшĕн килне, час-час килееççĕ-и?
— Ывăл сентябрьте икĕ эрнелĕхе отпуска яла килсе кайрĕ, нумай ĕç туса хăварчĕ. Кин маларах пĕр уйăх пурăнса кайрĕ.
— Надежда Петровна, сирĕн пата эпир ялти библиотека ĕçченĕпе Юрий Никитинпа пĕрле килтĕмĕр. Вăл каланă тăрăх, эсир «Гвардеец» колхоз ферминче ĕне сунă тет.
— 1979 çулта качча килтĕм, 1983 çулта ĕне ферминче ĕçлеме пуçларăм. Эпĕ ун чухне çамрăк пулнă. Манран аслăрах дояркăсем Елена Тумашкина, Ксения Лукина, Клементьева Серафима ĕçлетчĕç. Клементьева чирлесе çĕре кĕчĕ. Никитина Людăпа пĕрле ĕçленĕ, Садовский Кузьмапа…
— Арçын та ĕне сунă-и?
— Эпир Кузьмапа иккĕн пĕрле сунă сменăпа. Малтан алăпа сăваттăмăр, каярахпа, пурнăç лайăхланма пуçласан, дояркăсене ĕне сумалли аппаратсем туянса пачĕç. Иксĕмĕр 54 ĕне сăваттăмăр.
— Нумаях пулмасть эпĕ Елена Тумашкинапа калаçнăччĕ. Вăл ĕнесем валли курăка уйра çавапа хамăр çулса тракторпа фермăна илсе килеттĕмĕр тесе аса илчĕ.
— Вăл маларах пулнă ĕнтĕ. Эпĕ ĕçленĕ вăхăтра çулнă курăка уйран фермăна механизаторсем илсе килсе панă. Ĕнесене апата оператор вагонеткăпа валеçсе çÿренĕ. Дояркăсем ĕне сунисĕр пуçне тислĕк тасатнă, кĕлетрен ĕнесем валли çăнăх кайса илнĕ. Ĕçлеме питĕ савăнăçлăччĕ фермăра. Самана улшăнсан колхозсем пĕтрĕç. Ялта ĕç çуккипе 2000 çулта Канаша «Горгаза» ĕçе кĕтĕм. Унта 16 çул ĕçлесе 2016 çулта пенсие тухрăм. Малтан техничкăра çуса, тасатса тăтăм. Кайран баллонсене газ тултаракан станцине куçрăм. Унта икĕ сменăпа та ĕçлесе куртăм, кайран каллех пĕр смена кăна хă-варчĕç. 2016 çулта ку станцие уйрăм çынна сутса ячĕç. Эпĕ пенсие маларах тухса ĕлкĕр-тĕм. Ĕç укçи лайăх тÿлетчĕç. Уйăхсерен преми те панă.
— Надежда Петровна, библиотека ертÿçи Юрий Семенович аса илнĕ тăрăх, фермăн хăйĕн хор та пулнă тет. Эсир унта юрлама çÿремен-и тата? Икĕ доярка купăс та калатчĕç тет. Вĕсенчен пĕри эсир пулман-и?
— Çук, эпĕ хорта та юрламан, купăс калаканни те пулман. Юрлама çĕвĕ цехĕнче, полиэтиленран хутаç тăвакан цехра, кăлпасси цехĕнче, бухгалтерире ĕçлекен çамрăк хĕрсем çÿретчĕç. Эпир концертне курма кăна çÿренĕ пулĕ.
— Халĕ çав цехсем пур-и?
— Хутаç тăвакан цеха уйрăм çын илнĕ те — вăл ĕçлекелет пулмалла. Ĕлĕк пĕтĕм цех колхозăн пулнă. Халĕ фермин те ишĕлчĕкĕ кăна, цехсем те çук. Мĕнле тутлă кăлпасси тăватчĕç! Кăлпасси çурăлса кайнă та мана упăшка цехран фаршне илсе килсе çитерчĕ. Никитина Люда курчĕ те: «Мана та çитер-ха», — тет. Ăна та хуçса патăм. Мĕнле тутлăччĕ колхоз кăлпассийĕ! Халĕ темĕн те пĕр хушса тултараççĕ те — çăвара та хыпас килмест. Касура чухне ферма çурчĕсен, цехсен ишĕлчĕкĕсене пăхса иртсе каятăн та, чăнах та, чун ыратать, куç та шывланать. Хурланса аса илмелли анчах юлчĕ.
— Ял халăхĕ ăçта ĕçлет, Надежда Петровна?
— Арçынсем вахтăна çÿреççĕ, хĕрарăмсем те кам Мускавра, кам Канашра. Çемьене тăрантмалла вĕт. Пурнăç çакăн пек килсе тухать тесе никам та шутламан.
— Килте пахча ĕçĕсем вĕçленнĕ пулĕ?
— Хăяр-помидорĕ банкăсенче, çĕр улмине кăларнă. Вăл начар теместĕп, анчах йышĕ сахал. Сухан аван, 10 витре пулчĕ. Пире çитет. Кишĕре кăларман-ха, çумăр çукалать те, ÿсет-ха вăл.
— Выльăх усратăр пулĕ?
— Ĕне пур, пăруланă пăрусăр пуçне кашни çул тепĕр çамрăк вăкăр туянатăп, пĕрне ачасем валли какая, теприне тутарсем илсе каяççĕ. Лаша та пулнă. Ăна упăшка вилсен те тата виçĕ çул усрарăм. Кайран сутса ятăм. Мăшăр аллă иккĕре çĕре кĕчĕ.
Паянхи кун ĕнепе пăрусемсĕр пуçне сурăх пур, инкубаторпа чăх, хур кăларнă, кă- вакал туяннă. Ура явса ахаль ларма вăхăт çук.
— Юрий Семенович, эсир эпир калаçнине питĕ тимлесе итлесе лартăр. Надежда Петровна çинчен мĕн калама пултаратăр?
— Надежда Петровна ман арăмпа питĕ çывăх, туслă пулнă. Ман мăшăр Мускавра ĕçлесе пурăнать, Надьăпа иккĕшĕ кашни кун тенĕ пекех кĕсье телефонĕпе калаçса илеççĕ. Надя питĕ хисеплĕ çын Вăтапуçĕнче. Ун юбилейне те ялти культура çуртĕнче ял халăхĕпе пĕрле паллă турăмăр. Культура çурчĕн хăш-пĕр мероприятийĕсене Асхваран унăн инкĕшĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ Валентина Дмитриева та килсе каятчĕ.
— Надежда Петровна, сирĕн çемье пысăк пулнă-и?
— Эпир çиччĕн ÿснĕ, эпĕ çиччĕмĕш. Халĕ иккĕн кăна пурăнатпăр. Час-часах тăван яла, Асхвана, кайса килетпĕр машинăпа. Çулла тÿртен, Аслă Мами витĕр çул пур. Унтан çул чылай кĕске. Упăшка пурăннă чухне лашапа çÿреттĕмĕр.
— Сирĕн инкĕр, Валентина Дмитриева, паллă доярка пулнă. Ахальтен мар вăл Герой ятне илме тивĕçнĕ.
— Эпĕ ун чухне вуннăра пулнă-ши, инке патне фермăна кайсан Волна ятлă ĕнене сăваттăм. Ĕни килте те пулнă-ха, ăна сума хăранă, ферма ĕнине пĕр шикленмесĕр сăваттăм. Инкен 18 ĕнеччĕ, вĕсене алăпа сунă, кайран ĕнесен йышĕ 20-22 те çитрĕ.
Инке çĕре кĕни икĕ çул çитрĕ. Ăна юлашки çула ăсатма халăх таçтан та пуçтарăннăччĕ. Ун пĕр ывăл, 50-ран иртнĕ ĕнтĕ, Канашра автоагрегат заводĕнче ĕçлет. Ăна та пысăк хуйхă килсе çапрĕ — арăмĕ сарăмсăр çĕре кĕчĕ. Ун пĕр хĕрача, Питĕрте фармацевта вĕренет.
— Паян мĕн васкавлă ĕç пур-ха, Надежда Петровна?
— Вăрăмпуçĕнчи «Путь Ленина» колхоз тырă сутать те, ачасем унта кайрĕç-ха. Вĕсем таврăнасса кĕтсе ларатăп. Ĕçлес тесен ĕçĕ пур-ха. Урамра, авă, вутă выртать, татаканни çук.
— Акă, Юрий Семеновичăн татса парас кăмăлĕ çук-и?

— Ăçта унта! Юрий Семенович ялăн пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне мотор пăчкă йăтса килеймĕ ĕнтĕ. Аслă ывăл ĕнер вахтăран таврăнчĕ, килсе татса парать пулĕ-ха.
Вăт çапла шăкăл-шăкăл калаçса лартăмăр эпир виççĕн сентябрь уйăхĕн 15-мĕш ку- нĕнче Вăтапуç ялĕнче пурăнакан Николаева Надежда Петровна патĕнче.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code