Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Чакаçри ветерансен канашĕн ĕçне пысăк хак панă

Чакаçри ветерансен канашĕн ĕçне пысăк хак панă

Çак кунсенче Канашри муниципаллă округăн ĕçпе вăрçă, хĕç пăшаллă вăйсен тата йĕрке хуралĕн органĕ- сен ветеранĕсен канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Пĕрлехи тĕлпулăва хальхинче Мăкăр ялĕнче йĕркеленĕ. Унăн ĕçне Ачча, Уçырма, Ăвăспÿрт Кипеч, Шаккăл территори пайĕсенчи ветерансен канашĕсен ертÿçисем тата Чакаç, Тури Юнтапа, Кармамипе Çĕнĕ Мами выççăлккисен старостисем хутшăннă.

Хăнасене Чакаç территори пайĕн ертÿçи Алексей Алексеев, Чакаç ялĕн старости Алексей Григорьев кĕтсе илнĕ. Вĕсем малтан кашнин валли кăсăклă тата пĕлтерĕшлĕ экскурси йĕркеленĕ. Авалхи Мăкăр кĕперĕ ветерансен асĕнче уйрăмах чылайччен упранса юлĕ. Вĕсем çавăн пекех виадук çумĕнчи шыва кĕмелли сăваплă вырăнпа тата ял халăхĕ чĕртсе тăратнă «Туслăх сачĕпе» те хаваспах паллашнă.

Экскурси хыççăн пĕрлехи канашлăва пуçтарăннисене техĕмлĕ пулă шÿрпипе тата сиплĕ чейпе сăйланă. Унтан ветерансем кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явнă. Агротуризм темине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Чакаç тăрăхĕ кĕçех туристсен пысăк йышне йышăнма пуçлĕ, эппин, вĕсене мăнаçлă кĕперпе илĕртнисĕр пуçне тата ытти тĕрлĕ енпе тĕлĕнтермелли майсем шырамалла.

Канашлăва общество ĕçĕнче пысăк хастарлăх кăтартакан ветерансен пĕр ушкăнне наградăсем панипе пĕтĕмлетнĕ. Мăкăр ялĕнче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранне Римма Михайлована Пĕтĕм Раççейри ĕçпе вăрçă, хĕç пăшаллă вăйсен тата йĕрке хуралĕн органĕсен ветеранĕсен канашĕн президиумĕн хисеп грамотипе чысланă. Çакă Римма Павловнăн 70 çулхи юбилейĕ тĕлне хаклă парне вырăнĕнче пулнă. Наградăна муниципалитетри ветерансен канашĕн ертÿçи Виталий Петров панă.

Ларура Чакаçри ветерансен канашĕн ĕçне пысăка хурса хакланă, ытти ветерансен организацийĕсене вĕсенчен тĕслĕх илме каланă.

Антонина ТЯМИНА
Галина АНДРЕЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *