Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Кашни кун руль умĕнче иртет

Кашни кун руль умĕнче иртет

Пирĕн ĕç çав тери интереслĕ. Кашни çĕнĕ хыпара: районта çĕр каçипе, кун каçипе мĕн пулса иртнине, камăн çемйине «çĕнĕ кайăк» килнине, ăçта кам пурнăçран уйрăлнине çийĕнчех пĕлетпĕр. Ырă хыпаршăн савăнатпăр, хурлăхлишĕн кулянатпăр. Район аталанăвĕ валли мĕнле программăсем, проектсем пурнăçа кĕртме палăртнине пĕлсе тăни те пирĕншĕн хăнăхнă пулăм.

«Ай, мĕн эсир ăшă пÿлĕмре компьютер умĕнче кăна ларатăр вĕт», — тенине эпир тахçанах хăлхана чикме пăрахнă. Сăмахĕ, пĕр енчен, тĕрĕсех, çапах та эпир куна ăшă-çутă пÿлĕмре кăна ирттерместпĕр. Эпир ытларах — çул çинче. Хăш-пĕр чухне ĕç кунне районăн пĕр вĕçĕнче пуçлатпăр та тепĕр вĕçĕнче вĕçлетпĕр. Çакăн евĕр ĕçлĕ çул çÿревсем пирĕншĕн, журналистсемшĕн, тулăх, интереслĕ, усăллă иртеççĕ. Такампа та курнăçатпăр, çынсен ăслă шухăшне пĕлетпĕр, кирлĕ канашне ăша хыватпăр.
Районти ялсенче, культура çурчĕсенче, шкулсенче, хуçалăхсенче иртекен тĕлпулусене, канашлусене, ăмăртусене, ытти тĕрлĕрен мероприятие вара эпир район администрацийĕ уйăрса паракан автомашинăпа каятпăр. Водителĕсем палăртнă маршрутпа çула тухнă чухне ÿпкевлĕ сăмах каланине, чăнах та, çирĕм çул хушшинче пĕрре те илтмен. Мĕн чухлĕ рейда, ялсенчи халăх пухăвĕсене, ФАП е ача сачĕ, е спорт площадки, е çĕнĕ çурт уçнă çĕре илсе кайман-ши пире;
Сăнĕпе çирĕп ыйтакан çын пек курăнакан Владимир Миронов водитель, сăмахран, — шÿтлессипе тепĕр артистран та ирттерет пуль. Çав шÿтрех эсĕ пурнăçра кирлĕ пулма пултаракан вăрттăнлăха тупатăн. Владимир Алексеевич çав тери тирпейлĕ те ырă чунлă, хушнă ĕçе тĕплĕн тăвакан çын. Унпа вăрăм çул та кĕске.
Александр Николаевич Тарасов та çавăн пекех, çемçе шÿтлеме юратать, нихăçан та хирĕçлемест, тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, сăпайлă, çав вăхăтрах сахал сăмахпа пысăк шухăша палăртать.
Сергей Колосков — культура тытăмĕшĕн яваплă водитель тесен те йăнăш мар пулĕ. Уява хатĕрленмелле-и е пĕр-пĕр çĕре концерт лартма каймалла — артистсемпе пĕрле çула тухаканни Сергей Геннадиевич. Культурăра, хăвăрах пĕлетĕр, тунсăх та кичем пулма юрамасть, çавăнпа вĕсен водителĕ те çав юхăмра.
Юрий Сергеев çав тери сăпайлă арçын, яваплăх туйăмĕ пысăк унăн. Çул çинче питех те тимлĕ вăл, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнса çÿрет. Çав вăхăтрах Юрий Анатольевич психолог та, философ та. Унпа тем çинчен те çăмăллăнах калаçма пулать.
Александр Зябловпа Олег Чемешев та юлташĕсем пекех нумайранпа ĕçлеççĕ.
Кĕскен _ çакăн пек, туллин хаклас тăк — кашнин çинчен пĕр кĕнеке çырма пулать. Ку водительсем чăн-чăн профессионалсем, вĕсем çынлăх туйăмĕ, явап-лăх пысăк пулнипе ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Йывăр самант пулать-и е ерçмен вăхăт килсе тухать _ нихăçан та ÿркенмеççĕ. Тин çеç рейсран ывăнса таврăнсан та каллех аякри çула тухса кайни те тем чухлех пулать вĕсен. Нăйкăшмаççĕ — ир тăраççĕ те чун суйланă ĕçе утаççĕ.
Водитель нормăламан кун йĕркипе вăй хурать. Вĕсен кану кунĕ те сайра кăна пулкалать-тĕр. Килтен ирпе тухса каяççĕ те çĕрле таврăнаççĕ. Çакăн пек режимпа хăйсен ĕçне пĕтĕм чунпа парăннă çын кăна ĕçлеме пултарать. Эпир кунта асăннă водительсем кунĕ-пе, çĕрĕпе ĕçлеме хатĕр. Сăпайлăхпа ĕçченлĕх яланах вĕсемпе пĕрле.
Сывлăхĕ çирĕп пултăр. Хĕртсе хăвел пăхать-и е шартлама сивĕ, çумăр çăвать-и е çил-тăман, телейлĕ çул пултăр сирĕншĕн ялан. Уяв ячĕпе!

Ирина АНДРЕЕВА
Артемий МЯСНИКОВ сăн ÿкерчĕкĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code