Кăçалхи çанталăка пĕлме çук. Çăвĕпех шăрăх тăчĕ, çумăр çуманнипе ялсенче çăлсем — пусăсем — тарасасем типсе ларчĕç. Нÿрĕк çитменнипе кĕр калчисем те аталанса вăй илеймерĕç. «Кĕр çитсен çумăр çуса çĕре лайăх шăварĕ-ха», — тесе кĕтни те кăлăхах пулчĕ. Паян кун та çумăр çук. Çавăн пек çут çанталăк пулăмĕсем çинчен калаçа-калаçа эпир Калиновка ялĕнче пурăнакан питĕ хастар та пуçаруллă хĕрарăмпа — Трофимова Луиза Николаевнăпа ку ялтах пурăнакан 95 çулти Павлова Евдокия Павловна патне çитнине сисмерĕмĕр те. Етукки тăхлачă килте пĕччен мар, Шупашкартан яла куçса килнĕ Лева ятлă кĕçĕн ывăлĕпе кун кунлать.
Картишĕнчен пÿрте кĕрсе, сывлăх сунса ăçта май килнĕ çавăнта вырнаçса лартăмăр. Эпĕ Етукки тăхлачăпа юнашар ларса диктофона сумкăран кăлартăм та тÿми çине пусрăм. Вăл 95 тултарса тăхăр вун ултта кайнине пĕлетĕп-ха, анчах калаçăва мĕнрен те пулин пуçламалла вĕт-ха:
_ Етукки тăхлачă, миçене çитсе пыратăр; — пулчĕ манăн чи пĕрремĕш ыйту. Тăхлачă пĕр вăхăт шутласа ларчĕ те çак ыйтăвах ывăлне пачĕ:
_ Лева, эпĕ миçене çит- нĕччĕ-ха;
_ Анне, март уйăхĕнче 95 тултартăн вĕт, — терĕ лешĕ, чÿрече кутĕнче лараканскер.
_ Çаплаччĕ-çке, – килĕшрĕ ывăлĕпе кинемей, — манакан пултăм, ĕлĕкрех ун пек марччĕ, пурне те ас тăваттăм. Эпĕ 1926 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче Атнашра Алтакким кунĕ çуралнă, — пĕлтерчĕ мана ялти чи ватă хĕрарăм. — Çавăнпа мана Етукки ят панă. Сывлăх аптрамасть-ха, нимĕн ыратнине те туймас- тăп. Картишне тухса уткаласа çÿретĕп. Хăш чухне урама тухкаласси те пулать.
Ĕлĕкхине аса илетĕп те, Атнашра эпир питĕ начар пурăннă. Çавăнпах ĕнтĕ вăрçă тухичченех çемйипех Çĕпĕре — Свердловск облаçне пурăнма куçса кайрăмăр. Унта фермăра сысна пăхса пурăнтăмăр. Халĕ пĕлместĕп ĕнтĕ, эпĕ ун чухне пĕчĕк ача кăна пулнă та, темĕншĕн темиçе çултан яла каялла таврăнтăмăр. Кил-çурта сутса тухса кайман та – тăван килех таврăнтăмăр. Кăштах укçа ĕçлесе илес тесе, эпĕ ун чухне вун тăваттăра пулнă, чукун çул çине ĕçе вырнаçрăм, ыттисем колхозра ĕçленĕ. Çемьере эпир ултă хĕр ÿснĕ.
Чукун çул çинче 12 çул ĕçлерĕм, темĕн те тÿссе ирттерме тиврĕ. Çавăнтах качча кайрăм, мăшăрлă пултăм. Саньккана вун тăваттăрах ФЗОна тытса илсе кайнă та, вăл унтанах вăрçа лекнĕ. Сывпуллашма киле те кĕрсе тухайман. Киле вăрçă чарăнсан темиçе çултан тин таврăннă та мана çураçма пынă. Атнашран Лапрана илсе килчĕ.
— Миçе ача çуратса ÿстертĕр Саньккапа иксĕр;
— Лева, миçеччĕ-ха; — каллех ыйтать амăшĕ ывăлĕнчен. Лешĕ темĕншĕн чĕнмест. Вара кинемей хăех аса илчĕ:
— Пилĕк хĕр те пĕр ывăл. Çук, ун пек мар-ха: пилĕк ывăл та пĕр хĕр. Икĕ ывăл çĕре кĕнĕ. Хĕр Шупашкар районне качча кайнă та унтах пурăнать.
— Чукун çул çинче ĕçлеме пăрахсан бригадăна ĕçе тухрăр пулĕ;
— Урăх ăçта каяс; Тырă вырнă, авăн çапнă. Чăх ферминче чылай çул ĕçленĕ. Чăххи сĕре нумай пулнă, темиçе пин тетчĕç, халĕ ас тумастăп. Ĕçлекенсем пиллĕкĕн-улттăнччĕ.
— Етукки тăхлачă, хăвăр чăх фермине е уя тырă вырма кайнă чухне ачасене пĕрле кÿмепе турттарса кайнă-и;
— Çук, пĕр ачине те хампа пĕрле илсе çÿремен. Хуняма питĕ маттурччĕ манăн. Мăнукĕсене пурне те хăех пăхса ÿстерчĕ.
— Çурт лартма тиврĕ пулĕ, укçи-тенкине ăçтан тупкаларăр; Колхоз ун чухне укçа паман.
— Чăнах та, çурчĕ хăлтăр-халтăр кăначчĕ. Ман Санькка питĕ ăста платникчĕ, ăна пур çĕре те чĕннĕ ĕçлеме. Анат Сурăма пĕрисене пÿрт ăшчикки тума кайсан хуçи укçа вырăнне хăйĕн кивĕ пÿртне парать Саньккана. Вăт çавăнтан майлашăнса кайрăмăр.
— Мăшăрăр миçе çулччен пурăнчĕ;
— Лева, аçу миçене çитсен вилчĕ;
— Аллă тăххăрта.
— Нумай пурăнайман сирĕн мăшăр. Утмăла та çитеймен.
— Вăрçа та çамрăклах кайнăскерĕн сывлăхĕ те хавшанă ĕнтĕ.
— Етукки тăхлачă, кÿр- шĕре кам та пулин пур-и чуна йăпатса калаçкаласа ларма;
— Кÿршĕре мар, ялĕпе те çук ватăрах çынсем.
— Сире апла, Етукки тăхлачă, 100 çула çитсе унтан иртсе те кайма Турă çырнă пулĕ. Кашкăрçырминчи Афанасьева Марье тăхлачă 104 çула çитиччен пурăнчĕ, Маякра тата Яманкассинче 100 çултан иртнĕ хĕрарăмсем утă çулатчĕç, çĕр улми анисенче çум çумлатчĕç, кĕркунне кăшман кăларатчĕç, ĕнесене кĕтĕве ăсататчĕç…
— Çывăхри ялсенче манран асли çук-ха, — ăнлантарса парать мана ватă кинемей.
— Çамрăк чухне ал ĕçĕпе интересленмен-и, тăхлачă;
— Çук. Ман интересленме вăхăчĕ те пулман. Ĕçрен таврăннă та вăрмана вутта кайнă. Çĕклемпе йăтсах хĕл каçмалăх вутă хатĕрлеттĕм. Вутти халĕ те пĕтмен-ха, мунча хутма каять.
— Етукки тăхлачă, ал ĕçĕпе ларма вăхăт пулман терĕр. Çăпата хуçма вĕренмен-и; Ĕлĕкрех, эпĕ ас тăвасса, хăш-пĕр хĕр-упраç çăпата хуçма та питĕ ăстаччĕ.
— Çук, вĕренмен. Анне пасартан 100 тенкĕпе пĕр мăшăр çăпата туянатчĕ те, час ан çĕтĕлтĕр тесе тĕпне резина çĕлесе паратчĕ. Атте ун чухне вăрçăра пулнă. Пушăт касма вăрмана каймалла пулнă, унта стăрлук тытсан пуртта туртса илнĕ, вĕрен-кантрана касса вакланă. Вăрмана – патне те пырайман.
— Ĕлĕк колхоз укçа паман терĕмĕр, ĕç кунĕпе тырă чылай илеттĕр-и;
— Тыррине славнăях илнĕ. Ачасем пиллĕкĕн ĕçленĕ, хамăр иккĕн. Ĕç кунĕ нумай пулнă пирĕн.
— Вăрçă пуçлансан кашни ялтанах хĕрарăмсене Тăвай енне окоп чавма илсе кайнă. Хăвăр ялтан кам-кам кайнине ас тумастăр-и;
— Гриша йысна арăмĕн Кулине аппан ячĕ тухнă тенине илтнĕччĕ. Урăх нимĕн те асра юлман.
— Манпа пĕрле килнĕ Луиза Николаевна, акă, сире кашни пилĕк çултан ял администрацийĕнчен саламлама килеççĕ тет. Чăнах-и;
— Тĕрĕссинех калать Луиза. Кăçал та, 95 тултарсан, килсех саламларĕç, парне те пачĕç. Ак çак çурта пурăнма куçас умĕн артистсем те килнĕччĕ, — ăнлантарса парать мана кинемей, — юрларĕç, ташларĕç, чăн-чăн уяв туса пачĕç.
— Ку çурта Етукки аппана мăшăрĕ Санькка тете вăрçăра çапăçнăшăн патшалăх лартса пачĕ, — тет Луиза Трофимова.
— Тăхлачă, мĕн вăхăт хушши турĕç ку кермен пек пысăк çурта;
— Икĕ эрне хушшинче туса пĕтерчĕç. Газне те хăйсем кĕртрĕç, шывне те.
Етукки тăхлачă, сирĕн чÿречеренех çĕнĕ чиркÿ курăнса ларать. Çулла, ăшă кунсенче, ăна тунă çĕре тухкаласа кĕмен-и;
— Çук, тухман. Шăхасан чиркĕвне тунă çĕрте ĕçлемеллипех ĕçленĕ вара. Унта кашни кун Калиновкăран пĕр- пĕччен çÿреттĕм. Ялти чиркĕ-ве уçсан вăй çитнĕ таран кайса килетĕп ĕнтĕ. Кĕлĕсене манман.
— Етукки тăхлачă, сывлăхпа çÿрĕр, халĕ алхасакан хăрушă чир-чĕртен сыхланăр. Ас тăвăр: сирĕн çĕр çула çитсе унтан та иртсе каймалла.
— Çапла пултăрччĕ.
Василий ЛАПИН