Вторник, 16 июля, 2024
Главная > Публикации > «Отчий дом» фотоальбом тавра

«Отчий дом» фотоальбом тавра

Кăçалхи июнь уйăхĕнче пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр, тĕнчипе паллă фотограф Сергей Васильев хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă тунă. Уяв Сергей Григорьевич пурăнакан Челябинск хулинче пилĕк çул каялла хăй уçнă фотографи музейĕнче иртнĕ. Шел те, ноябрĕн 20-мĕшĕнче унăн чĕри тапма чарăннă.
Сергей Васильев фотографи тĕнчине милицирен килнĕ, унта вăл уголовлă шырав службин оперуполномоченнăйĕ пулнă.
«Вечерний Челябинск» хула хаçачĕн редакцине вырнаçнă та _ пĕрремĕш номертен пуçласа хĕрĕх çул хушши фотокорреспондентра тăрăшнă. Унăн ĕçĕсен куравĕсем Европăри тĕрлĕ çĕршывра темиçе хутчен те иртнĕ. Пĕтĕм тĕнчери «Ылтăн куç» премие тăватă хутчен илме тивĕçнĕ пĕртен-пĕр çын. Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Туслăх орденĕн кавалерĕ.
Атте çурчĕ (тĕп кил) кашни çыннăн пурнăçĕнче вышкайсăр пĕлтерĕшлĕ пулнине Сергей Васильев фотожурналист хăйĕн «Отчий дом» фотоальбомĕнче сăнарлăн кăтартса панă.
Сергей Григорьевич Васильев, Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1958 çулта салтакран таврăнсан Челябинскри трубопрокат заводне комсомол стройкине кайнă. Тимĕр конструкцисен заводĕнче ĕçленĕ, унăн ятне заводăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. СССР ШĔМ академине вĕренсе пĕтернĕ.
Çуралнă ялтан инçетре пурăнсан та тăван кил ăшшине туйса тăнă вăл. Амăшĕ ырă-сывă пурăнни Сергее пултарулăхĕнче хавхалантарса пынă. Ашшĕ, колхозра лаша пăхнăскер, вăрçăн малтанхи çулĕнчех пуçне хунă. Амăшĕ хуйха парăнмасăр малаллах талпăннă. Салтак арăмĕ ?90 çул ытла пурăннă/ хăйĕн тĕпренчĕкĕсене – Сергей ывăлĕпе Галина хĕрне – тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕн-тернĕ.
Атте-анне пурнăç парнеленĕ яла Сергей Григорьевич яланах асра тытнă. Канма килсен тăван тавралăхпа киленнĕ. Унăн илемне фотокарточкăсенче кăтартса тĕлĕнтернĕ. Сăнлар-ха вĕсенчен хăшне-пĕрне.
Çуллахи вăхăт. Уйра хĕвел çаврăнăш паркаланнă. «Вĕсен пуçĕсем чăнах та хĕвеле май çаврăнаççĕ-ши?» — шухăшлать куравçă. Инçех те мар пĕр арçын ача лашапа сиктерсе пырать. Хĕрача чечексем хушшинче чечек пекех курăнса тăрать.
Çуркунне тумла юхать. Пăр татăкне анне сисиччен вăрттăн кăтăртаттарни аса килет. Яштак вăрăм хурăнсем çуркуннене кĕтсе çÿлелле карăннă. Кĕçех юр ирĕлме пуçлĕ. Çырмасенче шыв шарласа юхĕ.
Кĕркунне вара вăрман этеме хăйне май капăрлăхпа, пуянлăхпа илĕртет. Кăмпа карти-картипе! Камăн вĕсене пĕшкĕне-пĕшкĕне татас килмĕ?
Пурнăçри тĕлĕнтермĕшсене асăрхама хистет фотограф. Акă çăмарта хуппине çĕмĕрсе тухнă чĕпĕ çут тĕнчепе паллашать пек. Автансем хăйсен çемйисене хÿтĕ-леççĕ. «Çĕн атте» килсе ан чăрмантартăр тесе çапăçма хатĕр. Ку вара кушака питĕ кăсăклантарать тейĕн. Пĕвери хурсен хăйсен савăнăçĕ. Вĕсене хальлĕхе чăрмантаракан çук.
Юратса ĕçлемелле текен шухăш палăрать сăн ÿкерчĕк- сенче. Тĕслĕхрен, маттур конюхăн лашисем те маттур. Чăпăркка кирлĕ мар. Хуçине янаварсем хăйсемех лайăх ăнланаççĕ. Лашасем пурте хитре. Вĕсене чиперкке хĕр илемĕпе танлаштарасшăн автор.
Çулçă тăкăнать… Йывăç сăнсăрланать темелле. Хĕр илемĕ вара ĕмĕрлĕхе…
Хĕрсен тасалăхне епле сăнлать тата! Шыв хĕрринче кĕтÿ… Вĕçен кайăксем шывра ишсе савăнаççĕ… Хĕрсем те кунтах… Шыва кĕресшĕн. Шыв хумĕсем сирпĕнеççĕ, хĕрсене уçăлтарса тасатаççĕ.
Фотограф çапла каласшăн мар-ши; Çăвăнса тасалса Çĕр çинче тасан, илемлĕн пурăнма тăрăшмалла. Вăйлă шухăш палăртать ăстаçă.
Ачасем те кунтах, лашисене шыва кĕртесшĕн. Вĕсене лашисем шывра мĕнле тыткалани çеç кăсăклантарать. Кĕпесĕр хĕрсем çине пăхма вăхăт çитмен-ха.
Сергей Васильев ĕçĕсенче юратнă амăшне, тăванĕ- сене нихăçан та манманни палăрать. Тăванлăх туйăмĕ ырăлăх кÿрет, кăмăл-туйăма сÿрĕкленме памасть.
Шкул этем пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварать. Ертÿçисем: шкул директорĕ тата вĕренÿ енĕпе пулăшакан çумĕ. Тĕрĕссипе каласан, Алексей Яковлевич та, Ефим Ильич та нумай çул вĕрентÿ ĕçĕнче вăй хунă. Акă шкул тирпейлĕ, таса пултăр тесе çанă тавăрса ĕçлекен учительсем. Музейри экспонатсемпе паллаштаракан Ильин Ефим Ильич.
Сергей Васильев пĕр класра вĕреннисене асра тытнă. Епле кăмăллăн курăнаççĕ ун фотоĕçĕсенчи юлташĕсем, тусĕсем. А.И. Кипеч çыравçă та вĕсен шутĕнчех.
Салтак пурнăçне кăтартса пама май тупнă фотограф: турник çинче, занятисенче. Сăнасарах пăхсан чăн-чăн салтак темелле.
Урал тăрăхĕнче Сергей Григорьевич А.Г. Николаев космонавтпа тĕл пулнă. Икĕ кăйкăр тесе калас килет: пĕри – тĕнче уçлăхĕнчи, тепри – ÿнер уçлăхĕнчи.
Канашпа Кипече чукун çул çыхăнтарать. Чылай çын халĕ те Канаша ĕçе çÿрет. Чечек- ленет ял, çĕнелет ун сăн-сăпачĕ. Çынсем çуртсен умĕнчи чечексемпе киленсе ахальтен утмаççĕ пулĕ. Малашнехи пурнăç мĕнле пуласса систерместши ку?
Кĕркунне тракторсем уя сухалама тухнă. Ĕç хĕрсех пырать. Малти планра пиçен хитрен сарăлса ларать. Пурнăçри «пиçенсене» сухаласа пăрахмалла тесшĕн мар-ши фотограф? Е «пиçенсем» валли те вырăн пур-и?
Тепĕр шухăш. Кил хуçи епле, пахча çимĕçĕ те çапла. Ĕçчен Раиса Семеновнăн çимĕçĕ те туллиех.
Аслисем ватăлаççĕ, çамрăксем çитĕнеççĕ. Вăрçă ветеранĕсем, паллах, асран тухас çук. Çĕнтерÿ кунĕнче ачасем палăк умĕнче хисеплĕ караулта тăраççĕ. Чечек çыххисем хураççĕ.
Ял пурăнать-ха. Кулăшла, йăпанмалли вăйă-кулă та тупăнсах тăрать. Акă путиш- ленме юратакан ача качака çине утланнă. Кроликпа кушак çури туслашасшăн пулмалла. Ялти чи маттур автан! Ыттисем айккинче тăччăр! Хитре вăл, вăйлă, маттур, сылтăм ури çинче çирĕп тăрать. Такама илĕртсе ташлать тейĕн.
Фотограф, аваллăхсăр малашлăх çук тенĕ пек, пÿрт пĕренине ÿкернĕ, пĕрене çĕрет. Çĕнни илемлĕрех пулмалла. Эрешлĕ чÿречерен çарамас хĕр пăхать _ унăн çара кĕлетки епле илемлĕ! Тен, вырăссем тĕрĕсех çапла каланă: «Красота спасет мир». Япаласем çĕреççĕ, анчах илемлĕх юлатех. «Илемлĕх вăл – ырăлăх çăл куçĕ» тесшĕн пулас фотохудожник.
Пурнăç йывăçĕ саркаланса ларать-ха. Тавралăх хитре. Уйра пучахсем пулса çитнĕ, вăрманта мăнтăр туналлă кăмпасем савăнтараççĕ. Пурнăç йĕркеллех шăвать. Чиперккесем çитĕнеççĕ, лашасем кĕçенеççĕ, хĕвел хĕрелсе тухать… Çĕнĕ кун пуçланать.
Тĕп хуламăр çинчен те мантарасшăн мар пире ÿнер-çĕ. Пăрахутсем килсе чарăнаççĕ. Пĕри Борис Полевой ячĕпе хисепленсе тăрать. Ку чăвашсем ытти халăх çыннисемпе ĕлĕкренпех туслă пурăннине кăтартасшăн пулĕ. К.В. Иванов палăкĕ умĕнче хальхи Нарспи тăрать. Халăх çурчĕ курăнать. Апла пулсан халăх пурăнать-ха. Çĕр çĕмĕрсе ташлама пултаракан халăхăн малашлăхĕ тĕтреллĕ пулас çуках!
Пурăнар-ха пурнăçа тесе калаттарасшăн пире вичкĕн куçлă фотограф. Пурăнас тесех пурăнар!
Ырă кăмăлтан, таса чун- чĕререн çакăн пек альбом парнелесе хăварнăшăн тайма пуç ентешĕмĕре!

Максим АЛЕКСАНДРОВ, Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕн вĕрентекенĕ

Елизавета АЛЕКСАНДРОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *