Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Пĕлтерĕшлĕ чылай ыйтăвапăхса тухнă

Пĕлтерĕшлĕ чылай ыйтăвапăхса тухнă

Иртнĕ эрнере пĕрлехи информаци кунĕ Мăкăр ялĕнче те иртрĕ. Вырăнта пурăнакансем палăртнă вăхăт тĕлне ялти культура çуртне пуçтарăнчĕç. Республика тата округ представителĕсемпе пĕрле вĕсем паянхи кунăн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç.

Пĕрлехи канашлура телефонпа шăнкăравлакан ултавçăсем пирки уйрăмах тĕплĕ калаçу пулчĕ. Вĕсен серепине çакланса шар курнă çынсен шучĕ çулсерен ÿссех пырать, инкек тÿснисем хамăр округра та сахал мар. Çавăнпа ял çыннисене тепĕр хут асăрхаттарни тата тимлĕ пулма ыйтса калани уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.

Информушкăн членĕсем çавăн пекех уй-хир ĕçĕсен кăтартăвĕсем, ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене тивĕçтерекен çăмăллăхсем çинчен те каласа пачĕç. Хутса ăшăтмалли тапхăра котельнăйсене епле хатĕрленине те тимлĕхсĕр хăвармарĕç.

Информаци кунĕ яланхиллех çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннипе вĕçленчĕ. Мăкăрсем уйрăм çынсене кăна мар, ял халăхне тÿрремĕн пырса тивекен чылай ыйтăва хускатрĕç çав кун.

Ялти çивĕч ыйтусенчен пĕри — культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем йĕркелесси. Паянхи кун унта уяв-сем ирттерме меллĕ мар, апла пулин те çынсем туслă йышпа тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ, вĕсене хастар хутшăнса кăмăлĕ- сене çĕклеççĕ. Ялти сумлă çын, тавра пĕлÿçĕ Леонид Михайлов пуçтарăннисене клуб заведующийĕ Вероника Иванова туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарчĕ. Ал ĕç ăсти ял карттине тĕрленине, Мăкăр енĕн пуянлăхне тĕрĕ урлă сăнласа панине те уйрăммăн палăртса хăварчĕ.

Мăкăрти культура вучахĕ хĕмленсе, хĕрсе тăрать, ял халăхĕ малашлăх çине çутă шанăçпа пăхать. Çавăнпа клубра юсав ĕçĕсем иртессе чăтăмсăррăн кĕтет.

Çивĕч ыйтусенчен тепри кĕпер çывăхĕнче туристсем валли биотуалет вырнаçтарасси пулчĕ. Мероприятие хутшăннă яваплă представительсем çак чăрмава çитес вăхăтра пĕтерме шантарчĕç. Чăн та, курма килекен хăнасен йышĕ пысăк. Вĕсене хисеплени тата тавралăха тирпейлĕ тытни пысăк тата пархатарлă ĕç.

Пухура Чакаçпа Мăкăр ялĕсен старостисем те сăмах илчĕç. Вĕсем масарсене тасатса тирпейлес тĕлĕшпе халăхран пуçтарнă укçа-тенкĕпе мĕнле усă курнине отчет туса пачĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç. Хăнасем асăннă тăрăхра пуçару бюджечĕпе хастар ĕçленине палăртрĕç, чылай проекта пурнăçа кĕртме пултарнăшăн ырларĕç.

Ырă тĕслĕхсенчен пĕри — пуçару программипе Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа кивĕ шкул территорийĕнче ача-пăча лапамĕ йĕркелени. Андрей Николаев тăкаксен пĕр пайне хăйĕн çине илнĕ. Унта шăпăрлансем хăйсен вăхăтне усăллă ирттереççĕ, вĕсен хаваслă та уçă сасси аслă ăру çыннисен кăмăлне çĕклет, çутă малашлăха пысăк шанăçпа пăхма май парать. Ял халăхĕ вырăнта ырă ĕçсем туса пынăшăн Николаевсене чĕререн тав тăвать.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *