Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Округăн тĕп больници — 150 çулта

Округăн тĕп больници — 150 çулта

Иртнĕ эрнере Шăхасанти культура çуртĕнче Ф.Г. Григорьев ячĕллĕ тĕп больницăна туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă уяв иртнĕ.

Пысăк зала пуçтарăннă больница коллективне тата сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсене Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Чăваш Енри Патшалăх Канашĕн депутачĕ Артем Владимиров, сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен республикăри профсоюз организацийĕн ертÿçи Татьяна Константинова, ОМС фондăн директорĕ Максим Дроздов, «Чăваш Енри медицина ĕçченĕсен союзĕ» ассоциацин ертÿçи Елена Барсукова, округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата ыттисем саламланă.

Регионти сывлăх сыхлавĕн министерствин ертÿçи Владимир Степанов медицина учрежденийĕн ĕçченĕсене чăн-чăн профессионалсем пулнăшăн, ĕçе чунтан парăннăшăн тав тунă, больница ĕçченĕсем муниципалитетра пурăнакансен сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе куллен пысăк тÿпе хывнине палăртнă. Больницăн юбилейĕпе медицина ĕçченĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хăйĕн телеграм каналĕнче саламланă, ырми-канми ĕçшĕн, профессие чунпа парăннăшăн чĕререн тав тунă. Çавăн пекех округ больницин тĕп врачне Сергей Шернене «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.

Юбилей ячĕпе уявра чылай медицина ĕçченне тĕрлĕ шайри наградăпа чысланă. Мероприятие концерт номерĕсем уйрăмах илем кÿнĕ. Сцена çине профессионал артистсем кăна мар, вырăнти юрă-ташă ăстисем те тухнă. Уява пуçтарăннисем сиплев учрежденине — çирĕп аталану тата телейлĕ пуласлăх, медицина ĕçченĕсене вара хастарлăхпа çитĕнÿ суннă. Мероприятие çÿл-лĕ шайра йĕркеленĕшĕн кашни пĕтĕм чунтан тав тунă.

Çав кунах Владимир Степанов министр Шăхасан салинчи çĕнĕ поликлиникăн стройкипе те паллашнă. Паянхи куна илсен палăртнă пур ĕç те графикпа килĕшÿллĕн, вăхăтра тата пахалăхлă пулса пынине палăртнă. Поликлиника 2024 çулта çынсене йышăнассине каланă.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *