Пятница, 3 мая, 2024
Главная > Публикации > Професси вăрттăнлăхĕпе паллашаççĕ

Професси вăрттăнлăхĕпе паллашаççĕ

Ÿссен кам пулассине шкул ачисенчен чылайăшĕ мĕн пĕчĕкрен палăртса хурать. Çитĕнсе аталаннă май çав енĕпе пĕлĕвне ÿстерет, хушма литературăпа кăсăкланать.

Çак йышра иккĕленекенсем те çук мар паллах. Кун пек ачасем валли экскурсисем йĕркелеççĕ, унта вĕсем тĕрлĕ професси вăрттăнлăхĕпе паллашаççĕ. Катек шкулĕнче кĕçĕн класра вĕренекенсем, акă, Аччари муниципаллă пушар хуралне çитсе килнĕ. Шăпăрлансем çăлавçă профессийĕпе питĕ интересленсе паллăшнă, çынсен пурнăçĕпе вĕсен пурлăхне инкекрен сыхласси яваплă та пĕлтерĕшлĕ ĕç пулнине пĕлнĕ. Ÿссен çак профессие алла илес текенсем те тупăннă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *