Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Мухтав аллеи вырнаçтарнă

Мухтав аллеи вырнаçтарнă

Янкăлч салинче вырăнти пуçару программипе Мухтав аллеи йĕркеленĕ.

Проект сумми пĕр миллион та виççĕр пин тенкĕ ытла ларнă. Ял халăхĕ кирлĕ суммăн пĕр пайне кĕске вăхăтра пуçтарса панă, ытти укçа-тенкĕпе бюджетран тивĕçтернĕ. Хăйĕн çине илнĕ яваплăха подрядчик ĕç планĕпе килĕшÿллĕн тата пысăк пахалăхпа пурнăçланă.

Округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов янкăлчсене пĕр шухăшлă пулса пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçа кĕртме май килнишĕн тав тунă, Мухтав аллеи çынсен чун-чĕринче мăнаçлăх туйăмĕ çуратасса каланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *