Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Улăп чун-чĕреллĕ çын шкулĕнче

Улăп чун-чĕреллĕ çын шкулĕнче

«Чĕлхе хăйне хывнă халăхпа кăна вилет, çавăнпа та халăх хăйĕн тăван чĕлхине мантăр тени çав халăха вилĕм суннипе пĕр танах. Халăх ăс-тăнĕпе унăн мĕнпур тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», — çапла çырнă чăваш халăхне çутта кăларассишĕн 50 çул ырми-канми тăрăшнă Иван Яковлевич Яковлев. Вăл — чăн-чăн Улăп пĕлтерĕшлĕ çын. Çак историллĕ те пархатарлă ĕçшĕн нимĕнле йывăрлăхпа чăрмавсене пăхмасăр пĕтĕм пурнăçне панă вăл.

Кашни вăхăт хăйĕн паттăрĕсене çуратать. Чăннипех те кирлĕ самантра килеççĕ çут тĕнчене вĕсем. Чăвашсемшĕн çавăн пек çын 19-мĕш ĕмĕр варринче, 1848 çулхи ака уйăхĕнче, кун çути курнă. Вăл Иван Яковлевич Яковлев пулнă. Ачаллах тăлăха юлса чылай терт-асап тÿсме тивнĕ унăн.

Шăпа ăна пурнăç çулĕ çинче чи малтан Вырăс Пăрăнтăк шкулне илсе çитернĕ, унта вăл хутла вĕреннĕ. Игнатий Иванов «Чăваш халăх ывăлĕ» калавĕнче çырнă тăрăх, «вырăссем тĕлĕнеççĕ: «Чăвашран та çын пулма пултарать-çке», — теççĕ. Пăрăнтăкăн чаплă пупĕ Баратынский те Кушкă чăвашне хăй хÿтлĕхне илнĕ. Ăна малалла вĕренме пулăшнă.

Чăвашсемшĕн çакнашкал хĕн-хурлă вăхăтра ура çине тăрса, чăвашсене çутта кăлармалли çул çине тухать Улăп чун-чĕреллĕ çын – Иван Яковлевич Яковлев.

1868 çулта шăпах çав йывăр лава туртма пуçланă та çирĕмри каччă. Пурнăçĕ тăршшĕпех хăйĕн умне ларт-нă тĕллеве тивĕçлĕн туса пынă. Чăваш чĕринче çутă хĕлхем чĕртсе пĕр вĕçĕм çутталла туртнă.

Иван Яковлевич Яковлев уçнă шкула паян та Ульяновск хулинче курма пулать. Вăл Сĕве шывĕ хĕрринче мăнаçлăн ларать. Кун пек шкул ытти халăхсен çук, вĕсем сыхланса юлайман. Пире вара, чăвашсене, Чĕмпĕр чăваш шкулĕ хăйĕн историне каласа пама пултарать.

Кăçал ака уйăхĕнче чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. Аслă вĕрентекенĕмĕр юбилейне халалласа ачасен çуркуннехи канăвĕ вăхăтĕнче Вăтапуç шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем Чĕмпĕр чăваш шкулне çитсе килчĕç.

Ульяновск хулине вĕсем хăтлă экскурси автобусĕпе кайрĕç. Иван Яковлев музейĕнче кил хуçин пÿлĕмĕсене кĕрсе курчĕç. Чăваш ачисем вĕреннĕ классемпе паллашрĕç, парта хушшине ларса хăйсене çав ĕмĕр тапхăрне лекнĕн туйрĕç, ĕлĕкхи вĕренÿ хатĕрĕсене тишкерчĕç. Музейпа сыв пуллашнă май чăваш алфавитне халалласа уçнă палăк умĕнче сăн ÿкерĕнчĕç.

Людмила ГРИГОРЬЕВА,
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *