Пятница, 21 июня, 2024
Главная > Публикации > Ферма ĕçченĕсене çывхарса килекен уявпа саламларĕç

Ферма ĕçченĕсене çывхарса килекен уявпа саламларĕç

Раштав уйăхĕ вĕçленсе пырать. Кĕçех, акă, тепĕр çулталăк хыçа юлĕ. Çĕнĕ çул уявĕ умĕн район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн специалисчĕсемпе выльăх тухтăрĕсем ферма ĕçченĕсене вырăна тухса саламласси ырă йăлана кĕнĕ.


Çак пуçарăва çирĕп тытса пырса нумаях пулмасть районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕн ертÿçи Михаил Кошкин, район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Сергей Васильев «Путь Ленина» тата «Урюм» ял хуçалăх предприятийĕсене çитсе килчĕç. Вĕсем каçхи сăвăма пынă ĕне сăвакансемпе тата выльăх-чĕрлĕхе пăхакансемпе тĕл пулчĕç.
Районтан килнĕ хăнасем ферма ĕçченĕсене пылак çимĕçсемпе сăйларĕç, парнесем пачĕç, ĕçре ăнăçу тата çирĕп сывлăх сунчĕç. Район ертÿлĕхĕ енчен çакнашкал тимлĕх уйăрни ĕçре хавхалану кÿнине пытармарĕç ял хуçалăх ĕçченĕсем, хăйсен енчен тав сăмахĕ каларĕç.
«Путь Ленина» тата «Урюм» ял хуçалăх предприятийĕсем районта пĕрешкел ĕçлесе пыраççĕ, ĕне йышĕ те вĕсен пĕр шайрах теме пулать (85 тата 90 пуç). Хальлĕхе сăвăм виçи вăтам, мĕншĕн тесен чылайăшĕ пăруламан. Ĕнесемпе пушмак пăрусене искусствăлла майпа ерттереççĕ, çакнашкал меслет выльăхсем хушшинче тĕрлĕрен чир-чĕр сарăлассинчен сыхлать тата сывă пăру илме май парать.
Выльăх-чĕрлĕх валли асăннă хуçалăхсенче апат çителĕклĕ ха- тĕрлесе хăварнă, ăна ятарлă хутăшсемпе пуянлатса çитереççĕ. Фермăсенче ветеринарипе санитари мероприятийĕсене вăхăтра пурнăçласа пыраççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *